Елчĕк районĕ: куравсенче тĕлĕнмелли самаях пулчĕ

Çулсерен илемленсе, ешерсе пыракан Елчĕк енре мĕн авалтан ĕçчен, ỹркенмен, алă ĕçне ăста çынсем вуншарăн пулнă, вĕсен йышĕ халĕ те кунсерен ỹссех пырать. Çакна Елчĕк районĕ туса хунăранпа 85 çул çитнине халалланă 2012 çулхи Акатуйри тĕрлĕ куравсем те çирĕплетрĕç.

Районти 9 ял тăрăхĕн "Хăна çурчĕсем" курав пурне те тыткăна илчĕ: кашни ял тăрăхĕ хăйне майлă илемлĕ, илĕртỹллĕ "Хăна çурчĕ" хатĕрленĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕ сăмахран, тутарсемпе чăвашсен хушшинчи туслăх çирĕплĕхне чăн ĕненмелле кăтартса пама пултарчĕ. Аслă Елчĕксемпе Лаш Таяпасем ĕлĕкхи кил-çурт ăшчикки еплерех пулнине сăнарланă. Пĕри-тепринчен кăсăклă, хăтлă "хăна çурчĕ" хатĕрленĕ ял тăрăхĕсем. Кунта паллах ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен, таврари культура ĕçченĕсен тỹпи калама çук пысăк. Вĕсем чăннипех тав сăмахне тивĕç. "Хăна çурчĕсемшĕн" кашни ял тăрăхне Хисеп грамоти тата парне парса чыс турĕç.

"Анне пĕçернĕ çăкăр" курава та культура ĕçченĕсемех йĕркеленĕ. Пуç çаврăнса каймалла техĕмлĕ, тутлă, хитре пĕçернĕ апат-çимĕç хатĕрлеме пирĕн елчĕксем чăннипех ăста. Чустаран пĕçерсе хатĕрленĕ апат - çимĕç куç тулли пулчĕ куравра. Капăртма çиес килет-и, е кукăль, ватрушка, йăвача - пурте пур кунта. Жюри членĕсем "Анне пĕçернĕ çăкăр" куравра 1-мĕш вырăна Тăрăмсемпе Аслă Елчĕксене пачĕç. Ыттисем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ сăмаварсен куравĕ те хăйĕн пуянлăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Тахçанхи сăмаварсем упранса юлни темрен те паха. Районти тĕп библиотека ĕçченĕсен "Манăн юратнă Елчĕк ен" фото куравĕ патĕнче халăх йышĕ пĕрре те чакмарĕ.

Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулсем йĕркеленĕ "Ылтăн арча" курав пушшех те пуян пулнипе палăрчĕ. Ылтăн алăллă маçтăрсем çитĕнеççĕ пирĕн тăрăхра. Мĕнрен, мĕн кăна тума пĕлмеççĕ шкул ачисемпе вĕрентекенсем. Ку куравра 1-мĕш вырăнта - Елчĕк шкулĕ, 2-3 вырăнсенче Лащ Таяпа тата Çĕнĕ Пăва шкулĕсем.

Елчĕк енĕн çыннисемшĕн, курма килнĕ хăнасемшĕн курса тĕленмелли, киленмелли пайтах пулчĕ тĕрлĕ куравсенче.

Тĕплĕнрех



13 июня 2012
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter