Канаш районĕн Асхва ялĕн стадионĕнче районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ иртнĕ

Канаш районĕн Асхва ялĕн стадионĕнче районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ иртнĕ. Ăна Раççейри истори çулталăкне тата района йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине халалланă. Акара тар кăларса тăрăшнă хастарсене саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрлех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Генрих Васильевпа Вячеслав Александров килнĕ. Вĕсене район пуçлăхĕ Иван Иванов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов кĕтсе илнĕ. Михаил Игнатьев тата унпа пĕрле килнĕ çынсем ку тăрăхри хушма хуçалăхсен тата ал ĕç ăстисен ĕçне-хĕлне сăнлакан куравпа паллашнă. Кашни ял тăрăхĕ хăйĕн пĕчĕк куравне хатĕрленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов хăйĕн докладĕнче тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, ытти професси çыннисен хастар ĕçне туллин уçса панă, кăçалхи тухăçшăн пыракан кĕрешÿре уйрăмах палăрнисене ятран асăнса тав тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев: «Районти çĕр ĕçченĕсем ку ял хуçалăх çулне ăнăçлă вĕçлесси иккĕлентермест. Ÿсĕмсем пур, вĕсем куç умĕнчех, анчах татса паман ыйту та нумай-ха сирĕн. Мĕн тунипе лăпланса лармалла мар, вĕçĕмех малалла талпăнмалла. Хастарсене патшалăх витĕмлĕ пулăшу кÿрет...», -тенĕ. Михаил Васильевич ку тăрăхра хресчен хуçалăхĕ йĕркелеме тĕллев тытнă Иван Протасовпа Людмила Степановăна тата Олег Шпакова 1,1 млн тенкĕлĕх грант сертификат панă. Киров ячĕллĕ ЯХПК ĕне сăваканĕ Рева Михайлова, Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Петров, Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ тĕп больницăн тĕп врачĕ Рената Федорова Чăваш Ен Пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçнĕ. Михаил Игнатьев çавăн пекех ял хуçалăх ĕçченĕсен ушкăнне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствисен Хисеп грамотисене панă. Канашсене тата уява килнĕ хăнасене саламласа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров, «Канашсем» ентешлĕхĕн ертÿçи Анатолий Кипеч çыравçă тата ыттисем тухса калаçнă, умри тĕллевсене сулмаклă ĕçпе çирĕплетсе пыма ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă.

 



13 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter