9-мĕшсен ĕçне республика комиссийĕ тĕрĕслерĕ

Чăваш шкулĕн 9-мĕш класне пĕрекенсенчен 860-ăшĕ кăçал çĕртме (июнь) уйăхĕн 8-мĕшĕнче чăваш чĕлхипе патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацине (ГИА) иртрĕ.

            Экзаменра ачасем изложенипе ăслав сочиненийĕ çырчĕç. Вĕсем çÿт çанталăка упрас темăпа çыхăннăччĕ. Кунсăр пуçне 10 тест ыйтăвĕ пулчĕ. Изложени тексчĕ пур ачан та пĕрешкелччĕ. Сочинени темисемпе  тест ыйтăвĕсене 4 вариант сĕнсеттĕмĕр.

            Кашни критерипе чи пысăк балл илес пулсан пĕтĕмпе 38 балл пухма май пурччĕ.

            Ĕçсене республика комиссийĕ тĕрĕслесе пĕтерчĕ. Кашни ача миçе балл пухни паллă.

            Пĕтĕмпе миçе балл пухнине кура ачасен ĕçне çакнашкал паллăсемпе хаклама йышăннă:

 

Балсем

0 – 10

10 – 20

21 – 32

33 – 38

Паллăсем

«2»

«3»

«4»

«5»

 

                                                           Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри.



14 июня 2012
14:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter