Акара авăн, уявра савăн

Канаш. Хула çумĕнчех вырнаçнă Асхва ялĕн стадионĕнче районти ĕçпе юрă тата спорт уявĕ иртрĕ. Ăна Раççейри истори çулталăкне тата района йĕркеленĕренпе 85 çул çитнине халалланă. Акара тар кăларса тăрăшнă хастарсене саламлама Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрлех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Генрих Васильевпа Вячеслав Александров килнĕ. Вĕсене район пуçлăхĕ Иван Иванов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов кĕтсе илчĕç.

Михаил Игнатьев тата унпа пĕрле килнĕ çынсем ку тăрăхри хушма хуçалăхсен тата ал ĕç ăстисен ĕçне-хĕлне сăнлакан куравпа паллашрĕç. Кашни ял тăрăхĕ хăйĕн пĕчĕк куравне хатĕрленĕ. Вырăнти халăх таланчĕсем унта кăтартма суйласа илнĕ япаласен хушшинче мĕн кăна çук-ши? Хăй тĕллĕн вĕреннĕ ÿнерçĕсен картинисенчен пуçласа алăпа тĕртсе тунă кавирсемпе чăваш тĕрри-эрешĕпе илемлетнĕ йывăç савăт-сапа таранах.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов хăйĕн докладĕнче тыр-пул ăстисемпе выльăх-чĕрлĕх пăхакансен, ытти професси çыннисен хастар ĕçне туллин уçса пачĕ, кăçалхи тухăçшăн пыракан кĕрешÿре уйрăмах палăрнисене ятран асăнса тав турĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев акă мĕн палăртрĕ: «Районти çĕр ĕçченĕсем ку ял хуçалăх çулне ăнăçлă вĕçлесси иккĕлентермест. Ÿсĕмсем пур, вĕсем куç умĕнчех, анчах татса паман ыйту та нумай-ха сирĕн. Мĕн тунипе лăпланса лармалла мар, вĕçĕмех малалла талпăнмалла. Хастарсене патшалăх витĕмлĕ пулăшу кÿрет...»

Михаил Васильевич ку тăрăхра хресчен /фермер/ хуçалăхĕ йĕркелеме тĕллев тытнă Иван Протасовпа Людмила Степановăна тата Олег Шпакова 1,1 млн тенкĕлĕх грант сертификат пачĕ. Киров ячĕллĕ ЯХПК ĕне сăваканĕ Рева Михайлова, Ухман ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Петров, Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ тĕп больницăн тĕп врачĕ Рената Федорова Чăваш Ен Пуçлăхĕн аллинчен Тав çырăвĕ илчĕç. Михаил Игнатьев çавăн пекех ял хуçалăх ĕçченĕсен ушкăнне Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствисен Хисеп грамотисене пачĕ.

Канашсене тата уява килнĕ хăнасене саламласа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров, «Канашсем» ентешлĕхĕн ертÿçи Анатолий Кипеч çыравçă тата ыттисем тухса калаçрĕç, умри тĕллевсене сулмаклă ĕçпе çирĕплетсе пыма ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕç.

Комсомольски. Чăвашсен чи юратнă уявĕсенчен пĕрне - Акатуя - районта кăçалхипе 61-мĕш хут йĕркелерĕç, унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ. Михаил Васильевич малтан “Ăстасен хулинчи” ĕçсемпе паллашрĕ. “Çак япаласене ăсталанă май сирĕн кăмăл-туйăм çĕкленет, вĕсем пире те хавхалантараççĕ”, - терĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ Михаил Афанасьев çурхи ака-суха ĕçĕсем мĕнле иртни пирки кĕскен каласа кăтартрĕ. Чи пахи - районта усă курман, мăянпа хыт хура ашкăракан çĕрсем çукки. Комсомольскисем республикăри ытти районпа танлаштарсан çĕр улми ытларах лартнă. Ял хуçалăхĕн ытти отраслĕнчи кăтартусем те лайăхланса пыраççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Каçал енре пурăнакансене çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламларĕ. Çĕр çинче вăй хураканăн ĕçĕ çăмăл маррине, çапах вăл умри тĕллевĕсене вăхăтра пурнăçлама тăрăшнине каларĕ. Яла пулăшасси патшалăхăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри пулнине аса илтерчĕ. Акă республикăри кашни иккĕмĕш çемье килти хушма хуçалăха аталантармашкăн çăмăллăхлă кредитпа усă курнă. Яла çамрăк специалистсене илĕртме май паракан программăсем те ырă витĕм кÿреççĕ. Михаил Васильевич федерацин “Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” программипе килĕшÿллĕн “Луч” ЯХПК тĕп агрономне Анатолий Семенова пурăнмалли çурт-йĕр лартмашкăн социаллă тÿлев /725500 тенкĕлĕх/ свидетельствине пачĕ. Тин çеç ĕçе пуçăннă фермерсем те республика Пуçлăхĕн аллинчен 1,1 млн тенкĕлĕх грант сертификатне илчĕç. Çурхи акара палăрнисем, ял хуçалăх отраслĕнче çитĕнÿ тăвакансем те патшалăх наградисене тивĕçрĕç. Михаил Игнатьев пĕлтернĕ хыпар - сĕт производителĕсене республика бюджетĕнчен дотаци уйăрма пуçласси пирки - ял ĕçченĕсене савăнтарчĕ, çак меслете хальхи вăхăтра ЧР Правительстви тишкерет. “Эпир тăвакан мĕн пур ĕç тĕллевĕ - çынсен пурнăçĕн пахалăхне лайăхлатасси. Пĕтĕмпех - çын валли тата çын ырлăхĕшĕн“, - шухăшне пĕтĕмлетрĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Елчĕк. Кăçалхи Акатуя Елчĕксем район 85 çул тултарнине халалланăран-тăр - уяв çÿллĕ шайра иртрĕ. “Ырсамай” культурăпа кану паркĕнче çын питĕ йышлă пухăнчĕ. Район пуçлăхĕ Роза Молодова пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ Николай Миллин çурхи ака ĕçĕсем пирки каласа пачĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕр ĕçченĕсене хăйсен профессине чунран юратса вăй хунăшăн тав турĕ. “Елчĕксем чăнласах та маттур, пултаруллă, хастар. Эсир çак çула тата лайăхрах кăтартусемпе вĕçлессе ĕненетĕп,” - терĕ. Михаил Васильевич Вячеславпа Елизавета Бариновсене - 4 хĕр çуратса ÿстернĕскерсене - “Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ” орден медалĕпе наградăларĕ. Иринăпа Андрей Теллинсене республика тата патшалăх амăшĕн /çемье/ капиталĕн сертификачĕсене пачĕ, çемьене çавăн пекех пурăнмалли çурт лартмашкăн çĕр лаптăкĕ те уйăрнă. Ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн патшалăх наградисене тивĕçнисем пĕрин хыççăн тепри сцена çине хăпарчĕç, хăйсене çапла хавхалантарнăшăн республика ертÿçипе райадминистраци пуçлăхне тав сăмахĕ каларĕç.

Çакна та палăртса хăварар: Елчĕкри Акатуйра эпир хамăра чăвашлăх утравне лекнĕнех туйрăмăр, мĕншĕн тесен унта кунĕпех тăван сăмах янăрарĕ, чăваш ташши-юрри кăмăла çĕклерĕ. Уява райадминистрацин культурăпа информаци тивĕçтерĕвĕн пайĕн пуçлăхĕ Антонина Александрова чăвашлах ертсе пычĕ. Ял тăрăхĕсем хатĕрленĕ “Хăна картишĕсем” те чăвашсен йăли-йĕркине - ака пăтти, ят тухнă çамрăка салтака ăсатни, ача яшки т.ыт.те - ĕнентермелле кăтартса пачĕç. Сăмах май, вĕсем пурте тенĕ пекех Елчĕк енре паянхи кунчченех сыхланса юлнă. Республика Пуçлăхĕ Лаш Таяпасен “Хăна картишне” кĕрсех курчĕ, тĕрленĕ пит шăллисем çакнă Артем Холоднова /Курнавăш ял тăрăхĕ/ Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме ăнăçу сунчĕ - яшăн çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче çара каймалла.

Михаил Игнатьев çавăн пекех раритетлă тата çынсем хăйсем ăсталанă тракторсен куравĕпе паллашрĕ. Акатуйра Раççейре пĕрремĕш хут йĕркеленĕ “Шупашкар-Елчĕк” трактор чупăвне пурте кăсăклансах сăнарĕç. Раççей ДОСААФĕн Шупашкарти А.В.Ляпидевский ячĕллĕ аэроклубĕн авиаци кăтартăвĕ нумайăшне тыткăнларĕ. Ипподромра вара лаша спорчĕн ăмăртăвĕ иртрĕ.

Геннадий КУЗНЕЦОВ, Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
14 июня 2012
13:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter