Туристсене Чăваш Ен илĕртет

Федерацин ертсе пыракан МИХĕсен представителĕсем, Атăлçи хулисем тăрăх йĕркеленĕ пресс-тура хутшăнакансем, çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче “Президент” теплоходпа Шупашкара çитрĕç. Ку мероприяти федерацин туризм агентстви пулăшнипе, кăçалхипе иккĕмĕш хут Раççейĕн 8 субъекчĕ /çав шутрах Чăваш Ен те/ туризм сферинче пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлесси пирки тунă килĕшĕве тĕпе хурса иртет.

Журналистсем, çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче çул çÿреве тухнăскерсем, малтан Мускавра, Ярославльте, Чул хулара пулнă. Вĕсем Шупашкара çитсен Чăваш наци музейĕнче пресс-конференци иртрĕ. Федерацин туризм агентствин регион аталанăвĕн управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Ольга Корзина çак пресс-турăн тĕп тĕллевĕ Раççей Федерацийĕнче круиз туризмне аталантарма пулăшасси тесе палăртрĕ, регионсен пысăк та кăсăклă проекчĕсене хавхалантарма хирĕç маррине систерчĕ. Пресс-тура хутшăнакансене Чăваш çĕрĕ çинче ăшшăн та тараватлăн кĕтсе илнĕшĕн тав турĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăра юлашки çулсенче туризм мĕнле аталанни пирки каласа пачĕ. Чăваш Енре канма тата сипленме, юхан шыв тăрăх тата автомобильпе çул çÿреме лайăх майсем пуррине, ту йĕлтĕрĕн тата лаша спортне аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕç тунине пĕлтерчĕ. Республикăмăр хăйĕн паллă ывăл-хĕрĕпе те - вĕсем чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ - тивĕçлипе мухтанма пултарать. Паянхи кун регионта туризм енĕпе 100 ытла фирма ĕçлет, вĕсен пулăшăвĕпе усă куракансен шучĕ çулран çул ÿссе пырать. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, Чăваш Енре 70 пин ытла çын экскурсире пулнă, çав шутран 2 пинĕ - ют çĕр-шывран килнисем. Республика территорийĕнче ирттерекен пысăк мероприятисем те - регионсен хушшинчисем тата Раççей, тĕнче шайĕнчисем - Чăваш çĕр-шывĕпе кăсăкланакансен шутне палăрмаллах ÿстереççĕ.

Чăн та, курмалли-пĕлмелли, савăнмалли-тĕлĕнмелли пирĕн тăрăхра чылай, апла пулин те чылайăшне малтанхи пекех ют çĕрсем илĕртеççĕ. Çак ушкăнрисем Атăл хĕрринче вырнаçнă хуласен илемне те тивĕçлипе хаклама пултарччăр тесен мĕн тумалла-ха? Ольга Корзина шухăшĕпе, регионсен федерацин тĕллевлĕ программисене хутшăнма тата туристсене илĕртмелли майсене ытларах пропагандăлама тăрăшмалла. Журналистсем Чăваш Енре туризмăн çĕнĕ тĕсĕсене, калăпăр, автомобиль, гастрономи, медицина туризмне тата ыттисене - юлашки вăхăтра вĕсем тĕнчипех анлă сарăлма пуçларĕç - аталантармашкăн мĕн тума йышăннипе кăсăкланчĕç. Хăнасен ыйтăвĕсене республика премьер-министрĕ Иван Моторин, информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ Алексей Яковлев хуравларĕç. “Çĕнĕ проектсемпе пуçарусене, республикăн хăйне евĕрлĕ историйĕпе культурине пула туристсем Чăваш Енпе тата ытларах кăсăкланаççĕ”, - шухăшне пĕтĕмлетрĕ Иван Борисович.

Федераци МИХĕсен представителĕсем çак тĕл пулу хыççăн Шупашкарти паллă вырăнсене çитсе курчĕç, Шуршăлта тата Сĕнтĕрвăрри хулинче экскурсире пулчĕç, унтан Хусана çул тытрĕç.

 Ирина CЕМЕНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
14 июня 2012
13:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter