Элĕк районĕ: кредитпа усă кураççĕ

Ял çыннисем «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕпе усă курса патшалăх паракан укçа-тенкĕне ытларах та ытларах илме тытăнчĕç. Акă кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче 249 харпăр хăй хуçалăхĕ 41827 пин тенкĕлĕх кивçен укçа илнĕ. Раççей Перекет банкĕ 25990 пин тенкĕ чухлĕ 171 кредит панă, Раççей Ял хуçалăх банкĕ 15817 пин тенкĕлĕх 77 кредит уйăрнă, «Килĕшÿ» банк – 20 пин тенкĕлĕх 1 кредит. «АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçлама тытăннăранпа пирĕн районти 3008 çын харпăр хăй хуçалăхне аталантарма 409, 7 миллион тенкĕ кредит укçи илнĕ.



15 июня 2012
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter