Тавах сире, сывлăх сыхлавçисем...

Ĕнер К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Асăннă уява çулленех çĕртме уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ.

“Кунта паян Гиппократа панă тупана чыслăн пурнăçлакансем - йывăр самантра ентешсен сывлăхне упраса хăварассишĕн хăйсене шеллемесĕр тăрăшакан хастарсем пухăннă, - терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова уява уçнă май. - Модернизаци программипе килĕшÿллĕн пирĕн отрасле кÿрсе килнĕ оборудованисĕр паянхи медицина пысăк çитĕнÿсем тăвайман пулĕччĕ. Сывлăх сыхлавне аталантарассине патшалăх приоритетлă тĕллев тесе палăртать. Республика Пуçлăхне çирĕп шантарса çакна калатпăр: медицина ĕçченĕсем наци проекчĕсене пурнăçлама яланхиллех хастар хутшăнĕç. Михаил Васильевич, Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавçисемпе тивĕçлипе мăнаçланма пултаратăр. Çитĕнÿсем пур, умри тĕллевсем тата пысăкрах. Вĕсене çĕнсе илмешкĕн пирĕн вăй çитмеллех”.

Министр ĕçтешĕсене саламласа тухтăршăн уяв та, кану кунĕ те çуккине, професси ăна чăтăмлă, хăюллă та ырă чунлă пулма хистенине уйрăммăн палăртрĕ. Шурă халатлă асамçăсем çынсене тулли пурнăç парнелессишĕн, кашни куна телейлĕ те савăнăçлă тăвассишĕн çине тăраççĕ. “Çăмăл мар, çав вăхăтрах пархатарлă та сăваплă ĕçĕршĕн тав тăватăп. Чунăр ăшши ыр кăмăллă пациентсен чĕрисене хĕмлентерсе хăвăр пата ăш пиллĕн таврăнтăр”, - терĕ Алла Владимировна.

Професси уявĕ ячĕпе саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра медицина аталанса пынине, чылай кăтарту енĕпе Раççейре малта пынине асăнчĕ. “Эсир, 28 пин çынна пĕрлештерекен пысăк йыш, пуçаруллă пулнипе туптаннă çитĕнÿсем, ĕçĕр чăннипех пархатарлă, - терĕ вăл. - Паллах, хастарлăха малалла та ÿстермелле, çынсене хăйсен сывлăхне упрама вĕрентмелле”.

Чăваш Енĕн патшалăх политики халăхăн, ачапа амăшĕн сывлăхне тĕреклетессине, çын ĕмĕрне вăрăмлатассине, пепкесем ытларах çуралассине тĕпе хунине, çемьере виçĕ ача çуратса ÿстересси социаллă виçе пулмаллине уйрăммăн асăнчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Михаил Игнатьев пысăк çитĕнÿсем тунă ĕçченсене патшалăх наградисемпе, РФ, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствисен Хисеп грамотисемпе чысларĕ.

Сăмах май, 2011 çултанпа республикăра сывлăх сыхлавĕн 4539,4 млн тенкĕлĕх модернизаци программине пурнăçлаççĕ. Унăн тĕллевĕ - сиплев учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетесси, стандартсем çине куçасси тата отрасле информатизацилесси. Кадр ыйтăвне татса парассипе çыхăннă ”Земство тухтăрĕ” программăпа килĕшÿллĕн ялта ĕçлекен 56 çамрăк специалист 1-шер млн тенке тивĕçнĕ. Пĕлтĕр онкологи диспансерĕн радиологи корпусне хута янă - усал шыçăпа чирлекенсене федераци стандарчĕсемпе сиплеме пуçланă.

 Валентина СМИРНОВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter