Кинемее - Президент саламĕ

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкарти Александра Бычковăна çуралнă кун ячĕпе саламлакан йышлă пулчĕ - ĕнер вăл 100 çул тултарчĕ. Александра Ивановнăна сумлă уявпа Раççей Президенчĕ Владимир Путин та саламланă. Хаклă çак çырăва юбиляр патне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин илсе çитерчĕ.

“Пирĕн хушăра 100 çулхи юбилейне паллă тăвакан сахал. Эсир çывăх çыннăрсене тата нумай çул савăнтарса пурăнасса шанатпăр”, - терĕ премьер-министр кинемее саламласа чечек çыххипе парне панă май.

Александра Ивановнăн хĕрĕ Владимир Путинăн саламне вуласа пачĕ. “Эпир сирĕн ăрупа - паттăрсемпе çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕпе, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин йывăр тĕрĕслевĕсене чыслăн чăтса ирттернĕскерпе - мухтанатпăр. Çĕнтерĕве çывхартас ĕçе кашниех хăйĕн тÿпине хывнă. Çак паттăрлăх ĕмĕрлĕхех асра юлĕ, яланах патриотлăхпа кăмăл-сипет тата тивĕç шанчăклăхĕн хаклавĕн чи ырă тĕслĕхĕ пулĕ. Сире çирĕп сывлăх, ырлăхпа тивлет тата пĕтĕм ыррине сунатăп”, - тенĕ унта.

Александра Бычкова Владимир облаçĕнче çуралса ÿснĕ. Пурнăçĕ çăмăлах пулман, уйрăмах вăрçă çулĕсенче хура-шур пайтах курма тивнĕ. “Арçынсене вăрçа илсе кайнăран пĕтĕм ĕçе хамăрăн тумаллаччĕ. Ватă хунямана, ывăлăмпа хĕрĕме те пăхмаллаччĕ. Ас тăватăп-ха: 1941 çулта çĕр улми йăлтах шăнса кайрĕ, апат-çимĕç енчен хĕсĕкрен ăнах çиме тиврĕ”, - каласа парать Александра Ивановна. Упăшкине Петр Сергеевича 1941 çулта Мускаври парадранах фронта илсе кайнă. Тăван тăрăха 1946 çулта çаврăнса çитнĕ. 1948 çулта 39-ти арçын вилнĕ. Шел, вăл вăрçăра пулнине ĕнентерекен документсем упранса юлайман, çавăнпа А.Бычкова салтаксен тăлăха юлнă арăмĕсем илекен пулăшăва тивĕçеймест. Хĕрарăмăн хĕрĕпе кĕрÿшĕ тĕрлĕ çĕре çитнĕ, çыру çырнă - анчах вĕçне-хĕрне тухма май килмен, пур çĕрте те Петр Сергеевич çапăçнă çар чаçĕн номерне ыйтаççĕ иккен. Иван Моторин ку лару-тăрăва уçăмлатмашкăн пулăшма шантарчĕ. “Пурте ман пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулăр, сывлăхăра упрăр”, - ырă сунса ăсатрĕ хăнасене юбиляр. (И.Клементьева)



16 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter