К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртнĕ

К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Асăннă уява çулленех çĕртме уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. “Кунта паян Гиппократа панă тупана чыслăн пурнăçлакансем - йывăр самантра ентешсен сывлăхне упраса хăварассишĕн хăйсене шеллемесĕр тăрăшакан хастарсем пухăннă, - тенĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова уява уçнă май. - Модернизаци программипе килĕшÿллĕн пирĕн отрасле кÿрсе килнĕ оборудованисĕр паянхи медицина пысăк çитĕнÿсем тăвайман пулĕччĕ. Сывлăх сыхлавне аталантарассине патшалăх приоритетлă тĕллев тесе палăртнă. Професси уявĕ ячĕпе саламланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра медицина аталанса пынине, чылай кăтарту енĕпе Раççейре малта пынине асăннă. “Эсир, 28 пин çынна пĕрлештерекен пысăк йыш, пуçаруллă пулнипе туптаннă çитĕнÿсем, ĕçĕр чăннипех пархатарлă, - тенĕ вăл. - Паллах, хастарлăха малалла та ÿстермелле, çынсене хăйсен сывлăхне упрама вĕрентмелле”. Чăваш Енĕн патшалăх политики халăхăн, ачапа амăшĕн сывлăхне тĕреклетессине, çын ĕмĕрне вăрăмлатассине, пепкесем ытларах çуралассине тĕпе хунине, çемьере виçĕ ача çуратса ÿстересси социаллă виçе пулмаллине уйрăммăн асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев пысăк çитĕнÿсем тунă ĕçченсене патшалăх наградисемпе, РФ, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствисен Хисеп грамотисемпе чысланă.



16 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter