Тăхăр вун çул унсăр...

Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче паллă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çут тĕнчепе сыв пуллашнăранпа 90 çул çитрĕ. Унăн пултарулăхĕпе кăсăкланакансем, поэзине чун апачĕ вырăнне йышăнакансем çулленех ун çуралнă тата куçне хупнă кунĕсенче тĕп хулари палăкĕ патне пуçтарăнаççĕ. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Тĕрĕссипе, кунашкал йышлăн килнине ас тумастăп. Йышпа çеç мар, шайĕпе те.

Çеçпĕлĕмĕре пуç тайма республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов, çавăн пекех Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсем, çав шутра Тутар халăх поэчĕ Ренат Харис килнĕ.

Асăну митингне Çеçпĕл Мишши фончĕн директорĕ, Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

Валери Туркай Çеçпĕл Мишши пирĕн хушăмăрта çук пулсан та - унăн хĕрÿллĕ, тăван чĕлхене упрама чĕнекен сăввисем, тăван халăхне хурçă ут пек çирĕп пулма сунакан йĕркисем янăранă чух вăл чĕррисенчен те çирĕпрех, пĕлтерĕшлĕрех пулнине палăртрĕ.

Михаил Игнатьев Çеçпĕл Мишши, çулĕпе çамрăк пулсан та, ĕçĕпе çитĕннĕ тепĕр темиçе çынран та ирттернине, тăван культурăпа литературăна чĕртсе ярас тĕлĕшпе унăн витĕмĕ, пĕлтерĕшĕ вышкайсăр пысăккине асăнчĕ. Унтан сăмахне паянхи пурнăç çине куçарчĕ. «Çеçпĕл ĕçне малалла тăсас тĕлĕшпе эпир мĕн тăватпăр-ха?» - çак ыйтăва хăех çапла хуравларĕ: «Çыравçăсемпе культура ĕçченĕсем малаллах талпăнаççĕ, ĕçлеççĕ. Эпĕ, республика ертÿçи пулнă май, тăван халăха ытти регионпа, тĕнчепе çывăхланма майсем туса пама, унăн кăмăл-сипетне, ăс-хакăлне, пурнăç шайне çĕклеме тăрăшатăп. Чылай республикăпа, облаçпа килĕшÿсем турăмăр. Хамăрăн паллă, маттур çынсене манăçа кăлармалла мар».

Юрий Попов ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ çеç мар, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ те.

- Эпир Çеçпĕл Мишшин сăввисемпе ÿснĕ, пурăнатпăр, малашне те çаплах пулĕ, - терĕ Юрий Алексеевич. - Çакăн пек мероприяти ирттерни пире, çамрăксене ун пирки аса илтерет, вăл тунă ĕçсене хаклама вĕрентет.

Палăк умĕнче чăвашсем çеç мар, украинсем, тутарсем, вырăссем те поэт ячĕпе ырă сăмах пайтах каланă. Хальхинче Тутар халăх поэчĕ, Раççей Патшалăх премийĕн лауреачĕ Ренат Харис сăвăçăмăра хăйĕн сăмахĕсемпе чăваш чунне ăнланма пулăшнăшăн тав турĕ. Вăл çавăн пекех Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕсене пĕрле пуçтарма тĕв тытнине те ырларĕ: «Çеçпĕл пирки калаçмалли, ун чунĕн вăрттăнлăхне уçса памалли пур пирĕн. Мĕнле майпа 20-23 çулсенчи йĕкĕт пысăк та авалхи халăхăн шур сухалĕ пулса тăма пултарнă-ха? Унпа ăсчахсем, политиксем, ытти паллă çын канашлаççĕ, хăйсене хумхантаракан ыйтусен хуравне унăн сăввисенче шыраççĕ».

Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер те, ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Светлана Асамат та, Аристарх Дмитриев куçаруçă та хăйсен чунне уçса калаçрĕç, сăвăç ячĕпе шăрçаланнă йĕркисене вуларĕç.

Кĕçех палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çеçпĕл Мишши яланах пирĕнпе, яланах чĕрĕ пулнине палăртса. Ун хыççăн юратнă поэтăмăра халалланă мероприятисем малалла тăсăлчĕç. (Н.Смирнова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
16 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter