Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Медицина ĕçченĕcен кунĕ ячĕпе саламлани

                           Сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

                               Сире Медицина ĕçченĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп!

 Тĕнчере врач профессийĕнчен чунлăхлăрах, çынлăхлăрах тата яваплăрах професси, ахăртнех, урăх çук та пулĕ. Хальхи медицинăра питĕ нумай специальноç. Çапах та кашни медицина ĕçченĕн ĕçĕ – пĕр пекех пĕлтерĕшлĕ. Шурă халатлă çынсем пире çут тĕнчене килме пулăшаççĕ, каярах вара пирĕн сывлăха пурнăç тăршшĕпех сыхласа, тĕрĕслесе тăраççĕ. Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ, пĕтĕмĕшле илсен, хăйĕн тĕп тĕллевĕсене тухăçлăн пурнăçласа пырать. Республикăра чирсене асăрхаттармалли ĕçсене вăхăтра туса ирттереççĕ, республикăра пурăнакансене усă курма меллĕ тата пахалăхлă сиплевпе тивĕçтереççĕ, инноваци технологийĕсем: «Электрон регистратури», «03» пĕр пĕтĕм спутник диспетчер служби, телемедицина тытăмĕ, диагностикăн хальхи вăхăтри хатĕрĕсем тата ыт.те ĕçе кĕреççĕ. Юлашки çулсенче республикăра граждансене Чăваш Ен тулашне тухса çÿремесĕрех пысăк шайри профессиллĕ пулăшупа тивĕçтерекен çирĕме яхăн хальхи йышши сиплев тата диагностика центрĕ йĕркеленĕ. Ку ĕçе малалла та çирĕппĕн пурнăçласа пырăпăр. Вĕт пирĕн тĕп тĕллев – врач патне йышăнăва пыракан кашни çын валлиех хăтлă условисем туса парасси тата чирлĕ çынсене тухăçлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси. Ялти ятарлă медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ тата унпа усă курмалли майсем тата та лайăхланĕç. Çак тĕллевпе «Земски тухтăр» программа пурнăçланать, унпа усă курса кăçал кăна республикăн тĕрлĕ районĕнче ĕçлеме кăмăл тунă квалификациллĕ 83 çамрăк специалист патшалăхран 1 миллион тенкĕлĕх пулăшу илĕ. Çак савăк уяв кунĕ хальхи медицина ĕçченĕсене хăйсен ырă тĕслĕхĕпе воспитани парса ÿстернĕ чăваш сывлăх сыхлавĕн ветеранĕсене уйрăммăн тав туса хăварас тетĕп. Медицина ĕçченĕсене çăмăл мар, анчах та пархатарлă ĕçĕнче çитĕнÿсем, çирĕп сывлăх тата çемьере ырлăх сунатăп!

 Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                                М.Игнатьев.

 



17 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter