Михаил Игнатьев: "Чи пысăк награда - сывлăх, лайăх кăмăл-туйăм"

Лондонра ХХХ Олимпиада Вăййисене халалласа Пĕтĕм Раççейри XXIII Олимп кунĕ иртнĕ. Çак пулăм ячĕпе йĕркеленĕ велочупăва çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Мероприятие уçса республика ертÿçи вырсарни кун Шупашкар кÿлмекĕн хĕррине пухăннă спортсменсене, спорта юратакансене харпăр хăйĕн вăй-халне, ыранхи куна шанма суннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн шухăшĕ çапла: пурнăçра спортри пекех ăнăçсăр самантсем пулма пултараççĕ, анчах та çакă алла усмалли сăлтав мар, йăнăшсене тÿрлетмеллине, харпăр хăйĕнпе ытларах ĕçлемеллине çеç пĕлтерет. «Кун пек чухне çеç эсир пурнăçра сиксе тухакан йывăрлăхсене çĕнтеретĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Шупашкар кÿлмекĕ хĕрринчи велочупу - Пĕтĕм Раççейри Олимп кунĕн Чăваш Енри халăх чи йышлăн хутшăнакан ăмăртăвĕ. Чăваш Республикинче ăна пуçласа 2011 çулта ирттернĕ, вăл велосипед спортне, хастар пурнăç йĕркине юратакан 800-е яхăн çынна пухнă. Кăçал, йĕркелÿçĕсем малтанлăха шутланă тăрăх, велочупăва 900 ытла спортсмен хутшăннă. Ăмăртура хастарлăх кăтартнисенчен чи çамрăкки - 3 çул та тултарайман Елена Федорова, чи асли - 76 çулти Нина Платонова. «Çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн» ятарлă наградăна Николай Лунев, Дмитрий Чернышов, Савелий Глиба тата Ильяс Шерша инвалидсем тивĕçнĕ. Кÿме çине ларса вĕсем ыттисемпе танах тупăшнă. Велочупăва хутшăннисене Раççейĕн Олимп комитечĕн Олимп кунĕн символикиллĕ футболкисемпе дипломĕсене панă. Çапах та спорта юратакансемшĕн чи пысăк награда, тенĕ республика Пуçлăхĕ, паллах, сывлăх тата лайăх кăмăл-туйăм.( В.Васильев)

 



18 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter