Чукун çул станцийĕнчи пăтăрмах

Ĕнер ЧР Правительствин Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Канашлу çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Шупашкар чукун çул станцийĕнче пулса иртнĕ пăтăрмаха сÿтсе явнинчен пуçланнă. «Содружество» АУО, Чăваш Енре пассажирсене хуласен çывăхне илсе çÿрекенскер, республика влаçĕсене пĕлтермесĕрех «Шупашкар-Канаш» маршрутпа çула тухакан электричка вакунĕсен шутне чакарнă. Шупашкар станцийĕнче билетсем туяннă 40 çын, пуйăсăн пĕртен пĕр вакунне вырнаçманскерсем /билетсене икĕ вакунлăх сутнă/, чукун çула пÿлсе лартнă, состава çур сехет таранччен кайма паман. Чăваш Республикин Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви лару-тăрăва вăхăтра тивĕçлĕ хак панă, пассажирсене 15 минутранах «Чăвашавтотранс» автобусĕпе ăсатнă.

Министрсен Кабинечĕн Председателĕ «Содружество» акционерсен обществин ĕçĕсене çивĕч критикленĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕпе «Содружество» хушшинчи вăйра тăракан килĕшÿ тăрăх «Шупашкар-Канаш» маршрутпа çÿрекен пуйăсра икĕ вакунран кая мар пулмалла. Пассажирсене илсе çÿрессине лайăхлатас ыйтăва сÿтсе явнă чухне акционерсен обществин ертÿлĕхĕпе çак маршрутпа эрне кун тата канмалли кунсенче 3 вакуна çити ÿстерме килĕшсе татăлнă. Билетсене икĕ вакунлăх сутнă, çав хушăрах пĕр вакун çеç пани премьера уйрăмах тарăхтарнă.

«Паллă ĕнтĕ, тавлашу тÿлев çинчен пырать, укçа-тенкĕ уйăрас ыйтусене республика бюджетне тÿрлетÿ кĕртнĕ май татса парĕç. Анчах та республикăра пурăнакансемпе заложниксен вырăнĕнче усă курма юрамасть!» - тенĕ Иван Моторин «Содружество» АУОн генеральнăй директорне Иван Белова.

ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова граждансене 2012 çулта эмел препарачĕсемпе тивĕçтерни çинчен пĕлтернĕ. Министр палăртнă тăрăх республикăра пурнăçшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ эмел препарачĕсен хакĕсен шайĕпе çыхăннă лару-тăру йĕркеллĕ. Çирĕп тĕрĕслесе тăнипе ваккăн сутмалли хаксен шайĕ кăштах çеç улшăннă. Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикине çăмăллăхпа çыхăннă программăсене пурнăçлама эмел препарачĕсем 394,8 млн тенкĕлĕх илсе килнĕ. Хальхи вăхăтра 89753 çын эмел туяннă чухне çăмăллăхсемпе усă курать.

Канашлура çавăн пекех «Чăваш Республикин аталанăвĕн корпорацийĕ» АУО ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнине пăхса тухнă. Çак акционерсен обществине иртнĕ çулта Чăваш Республикин экономикине Раççейĕн тата ют çĕр-шыв инвестицийĕсене явăçтармалли лайăх условисем йĕркелеме туса хунă. Çавăн пекех Чăваш Енĕн делегацийĕ «Раççейри ял туризмĕ» Пĕтĕм тĕнчери I форума хутшăннине пăхса тухнă. Ку форум çĕртме уйăхĕн 6-9-мĕшĕсенче Алтай крайĕнчи Новотырышкино салинче иртнĕ. (А.Львова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 июня 2012
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter