Пуррине упрамалла, малалла аталанмалла

Çитес вырсарни кун - Республика кунĕ. Вăл Чăваш Енĕн кун-çул таппин тĕкĕрĕ пулса тăчĕ. Текех çапла каланине илтеймĕн: «Шупашкарта çине-çинех уявсем ирттерме пуçларĕç. Ним усси те çук вĕсенчен». Уявсен пархатарĕ пирки темиçе çул каялла Раççей культура министрĕ пулнă Александр Авдеев çак шухăша палăртнăччĕ: «Сирĕн патра халăх йăли-йĕркине, культурине упраса хăварас тĕлĕшпе лайăх çеç мар - кăтартуллă ĕçлеççĕ. Çакă - пурнăç хăй ыйтни, патшалăх ĕçĕн пĕр енĕ. Чăваш Ен ертÿçисем çавна аван ăнланаççĕ: культура аталанăвĕсĕр республика çĕкленеймĕ. Çавăнпа ытти регион представителĕсем сирĕн пата ăнтăлнине ăнланмалла. Культура тата çын илемĕсене пирĕн упраса хăвармалла, малалла пуянлатмалла».

Çак сăмахсенче - пире хаклани те, малашлăх тĕллевĕ те.

Шухăшласа пăхар-ха: хăнасене пирĕн пата мĕн илĕртет? Эпир вĕсемшĕн кăсăклă пулни. Кунта хăйсем валли çĕннине тупни, асăрхани. Паллах, çав çĕнĕлĕх - чăвашлăхра, тĕнчере урăх ниçта та çукки. Пирĕн пурнăçпа паллашнă хыççăн тăван тăрăхĕсене таврăнĕç те унта пурăнакансене, çывăх çыннисене чăвашсем пирки каласа кăтартĕç.

Çапла тума халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» /маларах «Атăлçи çăл куçĕсемччĕ»/ фестивалĕ пулăшать. Кăçал ăна /Раççей культура министерствин укçи-тенкипе/ çирĕммĕш хут йĕркелеççĕ. Пĕрремĕшне те ас тăватăп-ха: ютран пурĕ те 2-3 коллектив килнĕччĕ. Фестиваль статусĕ çуллен ÿссе пычĕ. Çак тапхăрта кам кăна, мĕнле халăх ывăлĕпе хĕрĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштармарĕ-ши? Чăваш Енрен пин-пин çухрăм инçетре тĕпленсе пурăнакан чукчасем, хĕрÿ те кăвар чĕреллĕ дагестансемпе итальянсем, сăмах тытма пĕлекен нимĕçсем тата ыттисем пулчĕç Шупашкарта. Хамăр килтех, Чăваш Енрех, курса савăнма пултаратпăр вĕсен культурипе, йăли-йĕркипе, ташши-юррипе. Тĕп хулара çеç мар, Шупашкар районĕнче те шăранса юхĕç инçетри тусăмăрсен уçă сассисем. Маларах вĕсемпе Етĕрнере, Шăмăршăра, Елчĕкре, Муркашра, Йĕпреçре, Вăрнарта, Канашра, Çĕмĕрлере, Куславккара, Сĕнтĕрвăрринче, Çĕнĕ Шупашкарта, Вăрмарта тата ытти хутлăхра киленме пултарчĕç. Çав самантра Чăваш Енри хула е ял çыннинчен: «Пире çакăн пек уяв кирлех-ши?» - тесе ыйтсан вĕсем, иккĕленместĕп, кÿреннĕ пулĕччĕç. Итальянла та калмăкла, чукчалла та нимĕçле юрланине тата хăш концертра итлеме май килетчĕ-ши вĕсен?

«Раççей çăл куçĕсен» пысăк фестивалĕн пĕчĕк çавра кунĕнче - вунă çулхи юбилейĕнче - Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри «Руç ăстисем» конкурс пĕрремĕш хут иртрĕ. Кăçал вăл та «вуннă» тултарать. Чи маттурри, пултарулли Чăваш Ен Пуçлăхĕн парнине тивĕçет. Чăваш Енри тĕрĕ тĕрлекенсем, капăр çи-пуç хатĕрлекенсем, йывăçа касса эрешлекенсем, тăм тетте тăвакансем çулленех йышлă хутшăнаççĕ. Çапах та Калмăк, Тутарстан, Мари, Удмурт, Пушкăртстан, Мускав, Чул хула, Эрĕнпур, Иваново тăрăхĕнчи, ытти хутлăхри маçтăрсем хутшăнман тăк конкурс хăйĕн ятне туллин уçса параятчĕ-ши?

Чăвашлăх ĕçĕн хастарĕсем çак кун тăван халăхăмăрăн авалхи тĕп уявне - Акатуя - йĕркелеме сĕнеççĕ. Тĕрĕссипе - иртет-ха вăл. Кăçалхипе тăваттăмĕш хут тĕп хулари «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕнче Чăваш наци конгресĕпе Шупашкар хула администрацийĕн пуçарăвĕпе республикăри тата диаспорăри йăхташсене пуçтарать. Авалхи йăлапа Юпана пуç тайнă хыççăн вăйă картине тăрĕç, чăваш халăх гимнĕ - «Алран кайми аки-сухи» янăрĕ, ĕççи паттăрĕсен, чăвашлăх хастарĕсен ячĕпе илемлĕ юрăсем шăранĕç. Общество организацийĕн пуçарăвĕпе кун çути курнă Акатуй республика шайне çĕкленесси пирки ĕмĕтленетпĕр. Çак мероприятие ЧР Культура министерстви хăй хÿттине илсен тем пек лайăх пулĕччĕ.

Акатуй хăнисем те, «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăннисем те, «Руç ăстисем» конкурса килнисем те Шупашкарпа киленнине, вăл хăтлă, хитре, таса пулнишĕн кăмăллине палăртаççĕ. Хăнасем пирĕн тĕп хулана килĕштернишĕн эпир те хĕпĕртетпĕр. Çакă - хамăра хакланиех-çке. Манса каяр мар: яланах çапла пулман Шупашкарта. Хĕрлĕ тÿрем, пурте куç хывнă фонтанлă залив урăх сăнлă пулнине те ас тăватпăр. Çак илем пĕлĕтрен анман. Чиркĕве илсе çитерекен çул та, ытти те, çав вăхăтрах пурне те тыткăнлакан илем те - республика ертÿлĕхĕ тытса пыракан çул-йĕрпе пурнăçланнă. Хăй вăхăтĕнче Дмитрий Лихачев академик культурăна çăлма, вăл хăйĕн пĕлтерĕшĕпе экономикăран та вăйлăрах пулнине систерсе «чан» çапнă. Шел те, çĕр-шывăмăрта ун сассине илтеймен. Çакăн çимĕçĕсем «пиçсе» çитрĕç ĕнтĕ: ырă йăласен вырăнне усаллисем алхасма пуçларĕç. Çавăнпа та пирĕн республикăра культура ыйтăвĕсене ыттисенчен маларах «сиплеме» тытăнни палăратех çав. Çакна ютран килнĕ хăнасем тÿрех асăрхаççĕ.

Эпир вара, хамăртан çирĕпрех ыйтма, культура стандарчĕсене пăхăнма хăнăхса пыраканскерсем, çак шай хăш-пĕр чух «чÿхенкелесе» илнишĕн кулянатпăр. Сăмахран, юлашки çулсенче тĕп хулана чечекпе илемлетесси, тирпей-илем кĕртесси хавшарĕ. Сăмахран, туристсем, хула хăнисем уйрăмах йышлă пулакан вырăн - Чапаев скверĕ - унчченхи капăрлăхĕпе мухтанма пултараймасть. Чечексем - саррисем, шуррисем, хĕрлисем - текех куçăмăра илĕртмеççĕ. Шанас килет: çак илемĕн хуçисем - «Зеленстрой» АУО ĕçченĕсем - пăтăрмаха пĕтерме майсем тупĕç.

Тĕллевĕмĕр питĕ ансат-çке: мĕн пуррине упрамалла тата малалла ăнтăлмалла. Вара эпир этемле - ыттисене тĕлĕнтермелле, ăмсантармалла - пурăнăпăр. Хамăр та, паллах, киленÿ тупăпăр.(Н.Смирнова)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
19 июня 2012
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter