Ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пĕрлĕхĕ

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ĕпхÿре Пушкăрт Республикинчи Чăваш культурин кунĕсене са­вăнăçлă лару-тăрура уçма хут­шăннă. Паллă çак пулăма ха­лалланă мероприятисем çу уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен Ĕпхÿре, Стер­литамакра, Пушкăртстанри ытти ял-хулара иртнĕ

Уяв умĕн Михаил Игнатьев М.В.Нестеров ячĕллĕ Пушкăрт пат­­шалăх ÿнер музейĕнче чă­­­­­­вашсен сăнарлă искусствин ăс­­тисен произведенийĕсен “Чă­­­­ваш-Арт: хальхи Чăваш Енĕн сăнарлă искусстви” куравне уçма хутшăннă. Унтан Наци музейĕнче Пушкăрт чă­вашĕсен наци-культура пĕр­лешĕвĕсен хастарĕсемпе тĕл пулнă.

Республика Çуртĕнче икĕ регион ертÿçин ĕçлĕ тĕл пулăвĕ иртнĕ - вĕсем Пушкăртстанпа Чăваш Ен туслăхĕ тата пĕр-пĕринпе хутшăнса ĕçлесси пирки Килĕшĕве алă пуснă. Маларах вара икĕ республика 1994 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче тунă Килĕшĕве тĕпе хурса çыхăнусем йĕркеленĕ. Килĕшĕве алă пуснă май регионсен ертÿçисем Рустэм Хамитов тата Михаил Игнатьев ку документ экономика, ăслăлăхпа техника, культурăпа вĕренÿ енĕпе килĕштерсе ĕçлессине анлăлатма тата вăйлатма пулăшнине, ин­новаци аталанăвĕ тĕлĕшпе хас­тарлăх кÿрессине палăртнă.

Енсем республикăсен хушшинчи туслăхпа ĕçтешлĕхе, хутшăнусене малашне те аталантарма, тĕнчери тулаш экономика çыхăнăвĕсене йĕркеленĕ чухне пĕр-пĕрне пу­лăшма калаçса татăлнă.

Журналистсен ыйтăвĕсене ху­равланă май Пушкăртстан Президенчĕ чăваш диаспори йышĕ­­пе республикăри ытти халăхсен хушшинче тăваттăмĕш вырăн йышăннине каланă. Вăл çавăн пекех Чăваш Енре ял хуçалăхĕ аталанса пынине, ку енĕпе патшалăхăн тĕрĕс политики сахал мар пулăшнине те палăртнă. “Пирĕн регионсене туслăхăн йышлă “каначĕсем” çыхăнтараççĕ. Пирĕн предприятисем пĕр-пĕринпе тахçантанпах çыхăнса ĕçлеççĕ. Эпир малашне те экономика хутшăнăвĕсене, икĕ еншĕн те усăллăскерсене, аталантарас, куль­­тура çыхăнăвĕсене çирĕп­­летес кăмăллă. Пушкăрт енре пурăнакансем чăваш литературин классикĕсем шăпах пирĕн çĕр çинче çуралнăшăн мухтанаççĕ”, - тенĕ Рустэм Хамитов.

“Чăваш историйĕ, культури тата чĕлхи пулнă, пур, тата яла­нах пулĕç. Пушкăртри чăваш диаспорин представителĕсемпе хутшăннă май эпĕ вĕсем кунта хăйсене хăтлă туйнине ăнлантăм. Рустэм Хамитова регион ертÿлĕхĕ Пушкăртстанра пурăнакан халăхсен туслă хутшăнăвĕсене çирĕплетес тĕлĕшпе тăвакан ĕçсемшĕн тав тăватăп”, - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Чăваш культурин кунĕсене официаллă майпа “Нефтяник” культура керменĕнче уçнă. Фойере хисеплĕ хăнасем декораципе хушма искусство куравĕн экспозицийĕ­­семпе паллашнă. Чăваш культурин кунĕсем икĕ халăхăн пуян йăли-йĕ­р­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­кине сăнарлама май параççĕ. Çапла икĕ этнос çыннисем те Чăваш Республикин пуян тĕнчипе тата чи лайăх çитĕнĕвĕсемпе паллашма пултараççĕ.

Пушкăрт Республикин Пре­зиденчĕ Рустэм Хамитов пу­хăннисене пурне те уяв ячĕпе саламланă. “Пирĕн хутшăнусем çулсерен вăйлансах, çирĕ­­­пленсех пыраççĕ. Эпир пĕр-пĕрне кирлĕ. Чăваш Енпе Пушкăртстана эко­номика хутшăнăвĕсем çеç мар, çынсен ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пĕрлĕхĕ те çыхăнтарать”, - тенĕ Президент.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй Пушкăртстана килнĕшĕн кăмăллă пулнине па­лăртнă. “Шанатăп: эпир хамăрăн хутшăнăва - чи хаклă пуянлăхăмăра - хушма хавхалану кÿретпĕр. Халăхсем пĕр-пĕрне хисеплени, вĕсен туслăхĕ сыхланса юлмалла, аталанмалла тата çирĕпленмелле”, - тенĕ Михаил Игнатьев.

Пирĕн халăхсен туслăхне па­лăртса регионсен пуçлăхĕсем пĕр­­­­­­­­­­­­пĕрне наци тумĕсем парнеленĕ. Рустэм Хамитов чăваш шупăрне тăхăннă, Михаил Игнатьева пуш­­кăртсен елянне тата пуçа тă­­хăнмалли бурек панă.

Мероприяти Чăваш патшалăх фи­лармонийĕн артисчĕсем чă­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­ваш­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­­сен пĕрремĕш мюзиклне - “Нарспие” - кăтартнипе вĕçленнĕ.

 Изольда БЕЛОВА.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter