Хапăл туса кĕтетпĕр

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 6-мĕшĕччен Чăваш Республикинче тулай чăвашĕсен ачисем канĕç. Чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарас тĕллевпе ятарласа  «Эткер» вĕренÿ программи хатĕрленĕ. Пултарулăх лабораторийĕсенче, ăста урокĕсенче ачасем чăвашла калаçу хăнăхăвĕсене аталантарĕç, чăваш халăх сăмахлăхĕпе, хальхи юрă-ташăпа, ал ăсталăхĕпе паллашĕç.

Тутар, Пушкăрт Республикисенчен, Марий Элтан, Самара, Ульяновск, Саратов, Оренбург, Пенза, Тюмень облаçĕсенчен тата Мускавран килекен ывăл ачасемпе хĕр ачасене хапăл туса кĕтетпĕр.

Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви



20 июня 2012
13:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter