Çĕнĕ Шăмăршăн çĕнĕ кĕнеки

Кашни ялăн – хăйĕн историйĕ, аталанăвĕпе кун-çулĕ. Мĕн йĕркеленнĕренпе çырăнма тытăнать те вăл кашни тапхăрах хăйĕн страницисенче хăварать. Çавах та тĕпчемелли, шырамалли те сахал мар. Пур вĕт çакнашкал энтузиастсем, вăхăт иртнĕçемĕн архивсен тусанне сирекенсем. Вĕсенчен пĕри – Çĕнĕ Шăмăршăра çуралса ÿснĕ, халĕ район центрĕнче пурăнакан М.Захаров таврапĕлÿçĕ. Михаил Иванович халиччен пирĕн хаçатра район историйĕпе çыхăннă вуншар паха материал пичетлерĕ, вĕсемпе усă курса аслă шкулсенче вĕренекенсем диплом ĕçĕсене çырса та хÿтĕлерĕç. Тăван ялĕпе унăн çыннисем çинчен те манмарĕ вăл: Çĕнĕ Шăмăршă ялĕн историне çине тăрса тĕпчерĕ, çак темăпа темиçе пысăк статья çырса кăларчĕ. Юлашкинчен, сĕнÿсемпе канашсене, çĕнĕрен палăрнă фактсене шута илсе вĕсене тата анлăлатса пуянлатрĕ. Нумаях пулмасть Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра унăн "Çĕнелет Çĕнĕ Шăмăршă" истори очеркĕ уйрăм кĕнекен пичетленсе тухрĕ. Кĕнекере – авторăн тăван ялĕн ĕлĕкхи тата хальхи пурнăçĕ. Вăл темиçе пайран тăрать. Ăнланмалла чĕлхепе çырнăран кĕнеке çăмăллăн вуланать, мĕн пуçласа вĕçне çитичченех хăй тыткăнĕнчен вĕçертмест. Кĕнекен пĕрремĕш пайĕнче ял никĕсленĕвĕпе аталанăвĕ, ял хуçалăх ĕçĕ, вăрçă çулĕсенчи тата ун хыççăнхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн те анлăн çырса кăтартнă. Асăннă фактсене пÿрнерен ĕмсе кăларман – вĕсем истори чăнлăхĕпе килĕшсе тăраççĕ. Халĕ çĕнĕшăмăршăсем тахçан ялта мĕнле социаллă объектсем пулнине, вĕсем хăçан йĕркеленнине, вĕсене камсем ертсе пынине тĕп-тĕрĕс пĕлеççĕ. Паянхи çамрăксемшĕн несĕлĕсем çинчен вуласа пĕлме те кăсăклă. Кĕнекере ялти паллă çынсемпе те туллин паллаштарнă. Ялтан, тÿрех каламалла, паллă çынсем сахал мар тухнă: Чăваш халăх артисчĕ В.Кудряшов, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Р.Ракипов, ЧР тава тивĕçлĕ строителĕ О.Ефимов. Кĕнеке авторĕ хăй – ял хуçалăх наукисен кандидачĕ. Ялти нумай-нумай çын тĕрлĕ вăхăтра аслă пĕлÿ илнĕ, нумайăшĕ районтах, чылайăшĕ унăн тата республика тулашĕнче ĕçлесе пурăнаççĕ. Кунтан прокуратурăпа суд, полици (милици), çар çыннисем тухнă, темиçешер çăлтăрлă пакунсене тивĕçсе самай яваплă ĕçсенче вăй хунă. Ял çыннишĕн пĕрлешÿллĕ хуçалăх историйĕ те кăсăклă. Ялти тата унăн таврашĕнчи паллă вырăнсемпе паллаштарнине те вулама кăмăллă. Кĕнеке сăн ÿкерчĕксемпе те пуян. Вĕсем материала тата пысăкрах витĕм кÿреççĕ, анлăлатаççĕ. Тĕрлĕ тапхăрпа çыхăннă çынсен списокĕсене илсе кăтартни те вырăнлă. "Çĕнелет Çĕнĕ Шăмăршă" кĕнеке хăйĕн вулаканĕсене тупасси, вăл кашни килтех пуласси пĕрре те иккĕлентермест.

Владимир НИКОЛАЕВ



20 июня 2012
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter