Йывăçран скульптура ăсталать

Нумаях пулмасть редакцие Шăмăршăри Н.Куприянов тата 60 çул урлă каçнă арçын килчĕç. – Паллашăр: манăн юлташăм Юрий Иванович Фролов – Виçпÿрт Шăмăршăра çуралса ÿснĕ пултаруллă педагог, йывăç касса ăсталакансен конкурсĕсен дипломанчĕ, – терĕ Николай Анатольевич. Ульяновскри 2-мĕш профтехучилищĕре яшсемпе хĕрсене химипе тата спецтехнологипе вĕрентекен ентешĕмĕрпе кăмăллăн паллашрăмăр. – Питĕ сăпайлă та ырă кăмăллă çын вăл, Юрий Иванович, – хакларĕ ăна Н.Куприянов. – Редакцие килме ÿкĕте кĕртрĕм-кĕртрĕмех ăна. Унăн ятне Пенза, Саратов тата Ульяновск облаçĕсенче ĕçлесе пурăнакан ят-сумлă чăвашсене сăнлакан энциклопедие те кĕртнĕ. Çак издание пĕрлех илсе килтĕмĕр.Хĕрлĕ хуплашкаллă хулăн та сумлă кĕнекене – ăна кăçал Шупашкарти 1-мĕш типографире пичетлесе кăларнă – уçкалама пуçласан, ентешĕмĕр çинчен çур страницăна яхăн çырнине курсан, пытармастăп, питĕ савăнтăм. Апла пулсан, Юрий Иванович – чăннипех те пултаруллă преподаватель, хăй тĕллĕн вĕреннĕ чăн-чăн ăстаçă. Ю.Фролов 1949 çулта июлĕн 25-мĕшĕнче Виçпÿрт Шăмăршăра çуралнă. 1966 çулта Шăмăршăри вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Ăна ăнăçлă пĕтерсен Васан шкулĕнче ĕçленĕ. 1973 – 1974 çулсенче çар службинче пулнă. Салтак гимнастеркине хывсан тăван районти комсомол комитечĕн инструкторĕнче тата Ульяновск облаçĕнчи комсомол комитетĕнче вăй хунă. 1977 çултан пуçласа паянхи кунчченех çÿлерех асăннă Ульяновскри техника училищинче ĕçлет. 1986 çулта пултаруллă преподаватель илемлетнĕ хими кабинетне Пĕтĕм Раççейри профтехучилищĕсем хушшинче виççĕмĕш вырăн парса чысланă. 35 çул хушшинче ытти преподавательсемпе пĕрле Юрий Иванович пурĕ 10 пин ытла çамрăка строитель специальноçĕсене панă. Ю.Фролов пушă вăхăтра йывăçран касса тĕрлĕ скульптура композицийĕсем ăсталама юратать. Халăх пултарулăхĕн выставкисене те тăтăшах хутшăнать. Юрий Иванович – 2003 çулта Саранск хулинче иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери "Юрлакан йывăç" фестиваль дипломанчĕ, Пĕтĕм Раççейри "Ăстасемпе мăнаçланать Раççейĕмĕр" конкурс призерĕ. 2004 çултанпа скульпторсен тата йывăç касса ăсталакансен Шупашкарта иртекен халăхсем хушшинчи симпозиумсене активлă хутшăнать. Пултаруллă ентешĕмĕрĕн йывăç касса тĕрлĕ композицисем хатĕрлес ăсталăхĕ пирки нумай калаçма пулать. Хаçатăн паянхи номерĕнче эпир хамăрăн вулаканăмăрсене унăн хăш-пĕр скульптурисен сăн ÿкерчĕкĕсемпе паллаштарас терĕмĕр. Ю.Фролов – РФ профессипе техника вĕрентĕвĕн отличникĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн Вĕрентÿ министерствин тата Ульяновск облаçĕнчи вĕрентÿ управленийĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Чăваш халăхĕн культурине, наци йăли-йĕркине малалла аталантарас тĕлĕшпе хастар ĕçленĕшĕн тата тĕрлĕ выставкăсенче палăрнăшăн ăна нумай хутчен Дипломсемпе, Грамотăсемпе, Тав çырăвĕсемпе чысланă. Пултаруллă ентешĕмĕре педагог тата творчество ĕçĕсенче малашне те ăнăçу сунатпăр.

Иван МЕДВЕДЕВ



20 июня 2012
13:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter