Шăмăршă районĕ: тăсăлаççĕ хирте паккуссем

Ял ĕçченĕсемшĕн çуллахи тапхăрта пачах канăç çук темелле: пур ĕçе те вăхăтра пурнăçласа ĕлкĕрмелле. Халĕ, акă, хуçалăхсенче утă çи пуçланчĕ, начар мар çитĕннĕ курăксене çулмалла. Кунта çакна каласа хăварни те вырăнлă: вăхăтра çулса пухса кĕртнĕ курăксем – паха утă. Кăçал районта нумай çул ÿсекен курăксене 2700 гектар, пĕр çул çитĕнекеннисене 1000 гектара яхăн çулмалла. Малтанласа палăртнă тăрăх, тухăç та начарах мар пулмалла. Курăксен лаптăкĕсене çуркунне вăхăтра сÿрелесе минераллă удобренисемпе апатлантарса хăварни те ырă витĕм кÿчĕ. Хуçалăхсенче утă çи пуçланчĕ те ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра "Искра" тата "Восход" ял хуçалăх кооперативĕсенче, "Исток" сахал яваплă обществăра нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулаççĕ. Çак ĕç паян-ыран ытти хуçалăхсенче те пуçланмалла. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те вăхăта усăсăр сая ямаççĕ, чылайăшĕ курăксен пуссисене тухнă. Кахăрлă Шăхалĕнчи Г.Макаров фермер курăксене пĕрремĕш хут çулассине вĕçленĕ те ĕнтĕ. Халĕ кунта кушăхнă паккуссене пресслама пуçăннă. Хуçалăхсенче выльăхсен йышĕ ÿссе пынă май выльăх апатне те ытларах хатĕрлеме тивет. Кăçал районĕпе, сăмахран, 1600 тоннăран кая мар утă хатĕрлесе, 5000 тоннăран кая мар сенаж, 4000 тоннăран кая мар силос хывса хăварма, выльăх çимин пахалăхĕ çине тимлĕх ытларах уйăрма пăхса хăварнă.

Вадим СЕВРЮГИН



20 июня 2012
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter