Килĕштерсе пурăннине мĕн çиттĕр?

Çак кунсенче Пăрачкав районĕнчи Напольное салинче мордва халăх пултарулăхĕн «Арта» фестивалĕ иртнĕ. Уява ку тăрăхра çуралса ÿснисем, кÿршĕ ялсемпе районсенчен килнĕ хăнасем пухăнчĕç, яланхи пекех Ардатов, Алтышево, Кĕçĕн Кармалинск çĕрĕсенчи тата Патăрьел районĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем хутшăнчĕç.

Палăртса хăварар: Пăрачкав районĕнче мордва-ирçе халăхĕ йышлă пурăнать. Вĕсем Напольное, Рындино, Сыреси пысăк ялĕсенче тĕпленнĕ.

Халăх культурине упраса хăварас тĕллевпе район шайĕнче фестиваль тата ытти уяв час-часах ирттереççĕ. Вĕсен хушшинче «Арта» та пысăк вырăн йышăнать. Вăл сала кунĕпе пĕр килет.

Уява ЧР Патшалăх Канашĕн Комитечĕн председателĕ Петр Краснов, ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Михаил Краснов хутшăннă. Михаил Николаевич чи пултаруллисене министерствăн Хисеп грамотипе чысланă. Çавăн пекех пухăннисене район пуçлăхĕ Леонид Васильев саламланă. Вăл халăхсене çыхăнтаракан, несĕлсен пуянлăхне хаклама вĕрентекен фестивалĕн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. Чăваш Енри мордва культурин центрĕн ертÿçи Владимир Седойкин фестиваль историйĕпе паллаштарнă.

Пухăннисем халăх ăстисен куравĕпе паллашнă, наци апат-çимĕçĕпе сăйланнă, юрласа-ташласа савăннă, спорт ăмăртăвĕсене хутшăннă. Уявра ялти хастарсене, чи ваттисене, хуçалăхра тăрăшакансене те чысланă. Напольное салинчи «Эрзянка» халăх ансамблĕ хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарнă. Чи интересли - мастерскойсем уçă вырăнта ĕçлени. Унта мордвасем çăпата тунине, çăм арланине, тăмран тетте хатĕрленине курса киленме май пулнă.

Татьяна КРОТОВА

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
20 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter