Пулăшу витĕмлĕ пулĕ

Çĕртме уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей регионсен аталанăвĕн министрĕпе Олег Говорунпа тĕл пулнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче Çĕнĕ Шупашкарта «Йăлари хытă каяшсене ĕçлесе хатĕрлесси тата тĕп тăвасси» приоритет инвестици проектне пурнăçлама 2012 çулта РФ Инвестици фончĕн бюджет укçи-тенкине уйăрас малашлăха сÿтсе явнă.

Хальхи вăхăтра инвестици проекчĕ тăрăх кирлĕ документсене Раççей Регионсен аталанăвĕн министерствине тăратнă, «Тулаш экономбанк» патшалăх корпорацийĕнче тĕрĕслевре. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - Раççей Инвестици фончĕн бюджет укçи-тенкине явăçтарни республикăра пурăнакансене питех те кирлĕ объекта çывăх вăхăтрах хута ярассине тивĕçтерме май парать.

Сÿтсе явнă тепĕр тема - Канаш хулине, монохулана, пулăшасси. Михаил Игнатьев Олег Говоруна хальхи вăхăтра Канаша модернизацилемелли Комплекслă инвестици планĕ туса хатĕрленине каласа панă. Ăна пурнăçа кĕртни хула йĕркелекен предприятисене пĕр тикĕс аталантарассине тивĕçтерĕ, ĕçлекенсен йышне ÿстерĕ, вĕсен тупăшĕсен шайне пысăклатĕ.

Республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тата тепĕр ыйту - федерацин «2011-2017 çулсене йышăннă «Таса шыв» тĕллевлĕ программи» тата ăна Чăваш Республикин территорийĕнче пурнăçласси. Палăртса хăварар: Чăваш Ен 2005 çултанпа Раççей Федерацийĕнче пуçласа республикăн «Чăваш Республикинчи халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программине пурнăçлама тытăннă. 2005-2011 çулсенче программăпа пăхнă мероприятисене пурнăçлама республика бюджетĕнчен 3 млрд тенкĕ ытла уйăрнă.

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравласа Михаил Игнатьев Раççей регионсен аталанăвĕн министрĕпе ирттернĕ тĕл пулу ăнăçлă пулнине пĕлтернĕ. «Министерствăпа эпир пĕрремĕш кун çеç ĕçлеместпĕр. «Таса шыв» программа тăрăх кăçал 270 млн яхăн тенкĕ илме шанăç пур. Çынсем çак программа çинчен пĕлеççĕ, ăна вĕçлессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Çавăн пекех Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, çамрăк çемьесем тата граждансен ытти категорийĕ валли пурăнмалли çурт-йĕр тăвас темăна та сÿтсе явнă. «2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра пурăнмалли хваттер илме Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 900 ытла ветеранĕ черетре тăнă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе федераци субъекчĕсем çак тĕллевпе хушма укçа-тенкĕ илĕç. Акă, тĕслĕхрен, Чăваш Ене 425 млн тенкĕ параççĕ, ăна илнĕ хыççăн хваттер илмелли черетре 335 ветеран юлĕ, вĕсене çулталăк вĕçлениччен çурт-йĕрпе тивĕçтерме палăртаççĕ», - пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Калаçура пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсене - тарифсене ÿстересси, сахал тупăшлă çемьесене субсидисем тÿлесси - сÿтсе явнă. «Паян Шупашкарта кашни тăваттăмĕш çемье пурăнмалли çурт-йĕр сферинче пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме каялла тавăрса памалла мар субсидисем илет. Эпир Раççей Правительстви йышăннă стандартсене пăхăнатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Республика Пуçлăхĕ федерацин тĕллевлĕ программисене пурнăçлани Чăваш Ен халăхĕн пурнăç шайне ÿстерме май панине, республика инвесторсем валли тата илĕртÿллĕрех пуласса палăртнă.

В.ВАСИЛЬЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
20 июня 2012
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter