Выльăх тутă пулать

Республикăри ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсенче выльăх апачĕ  хатĕрлесси вăй илсех пырать. Нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнсе пынине кура хăшĕсем çак ĕçе маларах пуçăнчĕç, теприсем - тинтерех. Апла пулин те анчахрах тытăннисем ĕç хăвăртлăхне ÿстерсе пырса малтисемпе танлашма тăрăшаççĕ.

- Пирĕн енче общество выльăхĕ çукпа пĕрех - экономика йывăрлăхĕсене пула йышĕ чаксах кайрĕ, - терĕ Куславкка район администрацийĕн пуçлăхĕ Валентин Колумб. - Тĕпрен илсен пысăках мар хресчен-фермер хуçалăхĕсемпе ял çыннисем усраççĕ. Вĕсене выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма утă-улăм çителĕкkĕ кирлĕ. Çак кунсенче халăх утă хатĕрлет. Нумай çул ÿсекен курăксене 2845 гектар çинче çулмалла. Хальлĕхе плана 20 процент тултарнă. 258 тонна утă, витаминлă курăк çăнăхĕ 37 тонна хатĕрленĕ.

Пирĕн тĕллев - инвесторсене хамăр тăрăха илĕртесси, выльăх ĕрчетме майсем туса парасси. Пур унашкал хастарсем. Республикăри хăш-пĕр пуçаруçă тĕслĕхĕпе тăван енре выльăх отрасльне çĕклесшĕн. Республика тулашĕнчи бизнесмен вăл. Çĕнĕ ферма тăвасшăн. Хальлĕхе кам пулни вăрттăнлăхра юлтăр.

Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕн çумĕпе Алексей Андреевпа утă хатĕрлекенсемпе тĕл пуласчĕ тесе хуçалăхсен территорийĕсем витĕр чылайччен çÿрерĕмĕр. Выльăх шучĕ сахалран апат хатĕрлекен йышлах мар иккен. Энтри Пасар ял тăрăхĕнчи «Владина-агро» ООО механизаторĕсемпе курнăçрăмăр. Районти çирĕп обществăсенчен пĕринче ĕç кал-кал пырать. Валентин Андреев кушăхнă утта пуçтарать, Геннадий Аникин преслать. Çывăхрах погрузчик тюксене машина çине тиет. Заводри конвейер евĕрех пурнăçланать утă пухса кĕртес ĕç. Ваттисем тĕрĕсех каланă: «Çу кунĕсенче тăрăш, ан ÿркен, утă-сенаж хатĕрле - выльăх-чĕрлĕх хĕл кунĕсенче тутă пулатех».





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter