Хальхипе - меллĕрех

Чăваш чĕлхин орфографийĕпе пунктуацийĕн çĕнĕ правилисене йышăннăранпа çирĕм çул çитрĕ. Çак тапхăрта вĕсем шкул пурнăçне, хаçат-журналпа кĕнеке ĕçне çирĕп кĕрсе вырнаçрĕç. Вăхăт ыйтнипе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсен чăваш чĕлхипе литератури программисем, 1-11-мĕш классенче вĕрентмелли чăваш чĕлхипе литератури кĕнекисем çĕнелчĕç.

Пирĕн республикăра тухса тăракан хаçатсенчен «Хыпар» тата «Тантăш» çĕнĕ правилăсене чи малтан йышăнчĕç, çĕнĕлле çырма пуçларĕç. Чăвашла хаçатсенчи хыпар-статья пирĕншĕн тĕслĕх. Çавăнпа вĕсене мĕнле çырнине сăнасах тăратпăр.

Лицей «Хыпарпа» «Тантăша» кашни çулах çырăнса илет. Хаçатсенчи орфографи тата пуплев культурипе çыхăннă ыйтусене тишкеретпĕр, йывăр сăмахсене тĕрĕс çырма вĕренетпĕр.

Паян усă куракан орфографипе пунктуаци правилисене чăваш чĕлхин тытăмне шута илсе çырура тĕл пулакан кăткăс самантсенчен хăтăлма, сăмахсене тĕрĕс çырма, чарăну паллисене тĕрĕс лартма май туса парас тĕллевпе йĕркеленĕ. 20 çул хушшинче вĕсем шкулта тарăн тымар ячĕç. Малтанхи вăхăтра йывăрлăхсем пулкаларĕç-ха, халĕ вара ачасене правилăсемпе усă курса тĕрĕс калаçма тата çырма хăнăхтарса çитертĕмĕр.

Çак правилăсем шкул вĕрентĕвĕнче чăваш çыравне чылай ансатлатма пулăшрĕç. Каланине тĕслĕхпе çирĕплетер. Кивĕ орфографие сăлтавласа ăнлантарма май çукчĕ. Пĕрле çырмалли тĕслĕхсене асра тытмаллаччĕ. Унчченхи пунктуаци правилипе предложенисенче -а/-е/, -са/-се/, -сан/сен/ аффикслă деепричастисемпе деепричастиллĕ сăмах майлашăвĕсене предложенири вырăнне кура пĕр çĕрте хÿреллĕ пăнчă лартса уйăрса çыраттăмăр - вĕсемех глагол умĕнче тăнă чухне уйăрмастăмăр. Тĕслĕхрен: Йывăç тураттисене сире-сире, чарусăр çил ашкăнать. Ывăнтăмăр, кăмпа шыра-шыра. Çÿресен-çÿресен, вĕтĕ ăвăслăхра кăмпа карти тĕлне тухрăмăр. Çур сехетрен кăмпа татса кунтăксене тултартăмăр. Татнă кăмпана киле таврăнсан тасатăпăр тесе канма та лармарăмăр. Тĕслĕхсенчи деепричастисемпе деепричастиллĕ сăмах майлашăвĕсене хÿреллĕ пăнчăпа уйăрса тата уйăрмасăр аппаланса учительсем те, ачасем те тĕрлĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкетчĕç. Апла пулин те ачасене хÿреллĕ пăнчăпа уйăрнин сăлтавне ăнлантарма йывăрччĕ. Хальхи пунктуаци вара çакăн йышши тĕслĕхсенче ăна лартма ыйтмасть, мĕншĕн тесен предложенири сăмахсен çыхăнăвĕ ахалех уçăмлă, калас шухăша тĕрĕсех ăнланма пулăшать.

«Тăван Атăл» журналăн 2012 çулхи 2, 3, 4-мĕш номерĕсенче хальхи орфографи пирки çырнă 3 статьяпа паллашрăм. Вĕсенче чăваш çыравçисем Ева Лисина, Денис Гордеев, Арсений Тарасов тата ыттисем çырура сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсене пĕрле, кĕске йĕрпе /дефиспа/ е уйрăм çырас ыйтăва хускатнă. Кивĕ правилăсене тавăрас текенсем хальхи орфографи çыру чĕлхин тытăмĕпе килĕшсе тăмасть теççĕ. Çĕнĕ орфографи правилисемпе килĕшменни çинчен ЧР халăх писателĕ Денис Гордеев татсах калать. Вăл, тĕслĕхрен, «çĕр-шыв» сăмаха илет, ăна пĕрле çырмалла тет. Шкул вĕрентĕвĕнче «çĕр-шыв» сăмаха мăшăр сăмахсен йышне кĕртетпĕр, çавăнпа ăна дефиспа çыратпăр. Сăмахĕ вăл «çуралнă вырăн» пĕлтерĕшлĕ. «Çĕр-шыв» сăмахри «çĕр» тата «шыв» сăмахсем пĕтĕмлетÿ пĕлтерĕшпе пĕр-пĕринпе çыхăнса тăраççĕ. Çак мăшăр сăмахăн икĕ пайĕ те аффикс йышăнсан та ăна çав-çавах кĕске йĕрпе /дефиспа/ çыратпăр: çĕрĕм-шывăм, çĕрне-шывне.

Пирĕн чĕлхере хисеп ятне кĕрекен сăмахсен шучĕ йышлă мар - вăтăртан та иртмест. Эпир XX ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенченех сăмах çыхăнăвĕсенчен тăракан хисеп ячĕсене пурне те уйрăм çыратпăр: вун пĕр, вăтăр пĕр, сакăр вуннă, улт çĕр, икĕ пин те çĕр вун пиллĕк т. ыт. те.

Çав статьясенчи шухăшсене пурнăçа кĕртес пулсан шкулти вĕрентÿ ĕçĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкĕччĕ. Ку таранччен сăмахсене кивĕлле çырма хăнăхнисенчен хăшĕ-пĕрне çĕнĕ правилăсене аса илме сĕнетпĕр. «Пĕрле, дефиспа е уйрăм çырасси» пайри орфографи правили çакна çирĕплетет: «Сăмах майлашăвĕсене вĕсем мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине пăхмасăрах, тĕпрен илсен, уйрăм çырмалла: вăрăм туна, вĕлтĕрен тăрри, утмăл турат, ял хуçалăхĕ т. ыт. те». Правило çумĕнчи асăрхаттарура çапла хушса çырнă: «Текста тĕрĕс ăнланма чăрмантарман чухне сăмах майлашăвĕсене уйрăм çырмалла. Çапах та çынсен ăс-тăнĕнче чылай сăмах ушкăнне вĕсен пĕлтерĕшĕпе формине кура пĕр сăмаха пĕрлештерес туртăм пур. Çак туртăмпа килĕшÿллĕн - ку таранччен пĕрле çырма хăнăхнă сăмахсене малашне те çаплах çырма юрать: акапуç, акатуй, алçыру, арçын, кĕлту, улатакка, хĕрача, чупту, шурăмпуç, тунтикун... вырсарникун, çĕршыв, тавракурăм т. ыт. те. Пĕрле çырассине текста тĕрĕс те уçăмлă ăнланассипе çыхăнтармалла: пĕр кун - пĕркун /хальтерех/, çур çĕр /талăк саманчĕ/ - çурçĕр /тавралăх енĕ/, арçын ача /ар çын ача çырни ăнланма йывăрлатнă пулĕччĕ/ т. ыт. те».

Чăваш орфографи словарĕнче сăмах майлашăвĕсене уйрăм е пĕрле çырма май пуррисене çăлтăрпа палăртнă. Çăлтăрпа усă курма май çук чухне вариантсене е союзпа çыхăнтарнă: *мăн кун е мункун* кай ура е каюра.

Икĕ майлă /пĕрле те, уйрăм та/ çырмалли сăмах майлашăвĕсене уйрăм çырма сăлтав пуррине шкулта çирĕп ăнлантаратпăр. Хăнăху ĕçĕсем ирттернĕ чухне вĕсене вырăс чĕлхинчипе те танлаштарса пăхатпăр.

Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ паянхи шкул ачисен кулленхи калаçăвĕпе çырăвĕ мĕнле пахалăхлă тата мĕнле шайра пулнинчен килет. Хальхи орфографипе пунктуаци правилисем ансат пулнипе вĕрентÿре меллĕ. Вĕсем шкул ачисемшĕн кулленхи правилăсем пулса тăчĕç. Вĕренекенсем çут çанталăк, чĕр чун йышши сăмах майлашăвĕсене, çĕр-шыв, ÿсен-тăран евĕрлĕ мăшăр сăмахсене çырма хăнăхса çитрĕç. Çакнашкал лару-тăрура кивĕ орфографи правилисем патне таврăнни - сиенлĕ. Вĕсем паянхи куншăн кивелчĕç ĕнтĕ. Чăваш чĕлхин орфографийĕпе пунктуацийĕн тĕрĕс çырмалли хальхи правилисем кашни урокра усă куракан кăтарту хатĕрĕ пулса тăчĕç.

Тĕрĕс çырма вĕрентмешкĕн çăмăл мар. Йывăр та яваплă ĕçре Ю.М.Виноградовăн «Чăваш орфографине шкулта вĕрентесси. Чăваш чĕлхи вĕрентекенсем валли» /Шупашкар, 2007/ кĕнеки, Ю.М.Виноградовпа Г.М.Виноградовăн «Орфографи словарĕ. Тĕрĕс çырмалли правилăсем» /Шупашкар, 2002/ тата «Чăваш чĕлхин орфографи словарĕ» /Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ* А.А.Алексеев пухса хатĕрленĕ* И.П.Павловпа Ю.М.Виноградов редакциленĕ. /Шупашкар, 2002/ словарьсем усă параççĕ тата пулăшаççĕ.

 





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter