Кашни районтах пулмалла

ЧР Правительство комиссийĕ çумĕнчи АПКпа мониторинг тата апат-çимĕç рынокĕнче хаксем улшăннине йĕркелесе тăрас ыйтусемпе ĕçлекен ушкăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов ертсе пынипе Çĕрпÿре лару ирттерчĕ.

Малтанах ларăва пухăннисем хулари ял хуçалăх пасарĕпе паллашрĕç. Кунта суту-илÿ йĕркелеме услови çителĕклĕ. Тавралла асфальт сарнă, лаптăкĕ - 4 пин тăваткал метр, 60 вырăн. Автотранспортран сутма та лаптăк хатĕрленĕ.

- Çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕме хатĕрленет. Çавăнпа чикĕ леш енчи тавар хамăрăнне хĕсесси куç кĕрет. Пирĕн çимĕç экологи енчен таса, сывлăхшăн хăрушлăх çук. Ăна вырнаçтарма майсем тумалла. Çав тĕллевпе кашни районтах ял хуçалăх пасарĕсем пулмалла. Пĕри, Çĕрпÿ хулинчи, çак уйăхра уçăлчĕ. Вăл пысăках мар, анчах хăтлă. Кунта сутакан та, туянакан та тулли кăмăлпа килессе шанатăп, - терĕ Сергей Владимирович. - Хакĕ тивĕçтерет. Пĕр литр сĕт 20 тенкĕ. Лавккаринчен йÿнĕрех, çу хисепĕ ытларах, çав вăхăтрах заводсем туянакан хакран пысăкрах.

2015 çултан пуçласа халăха урамра е çурт çывăхĕнче пĕр-пĕр тавар е пахча çимĕç суттарма чараççĕ. Ятарлă вырăнта - пасарта - тархасшăн. Вăл кашни район центрĕнче пулмаллине çынсем те ăнланаççĕ. Темиçе килограмм аш е сĕт, улма-çырла туянассишĕнех аякка /Шупашкара е Канаша.../ каяймастăн вĕт.

Администраци çуртĕнче хĕрÿ калаçу иртрĕ. ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн çумĕ Александр Быченков доклад турĕ. Канашпа Çĕрпÿре ял хуçалăх пасарĕсем хута кайнине, çав вăхăтрах Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Етĕрне тăрăхĕсенче ку енĕпе япăх ĕçленине палăртрĕ. Вăрнарпа Тăвай районĕсенче строительствăна «шăнтса лартнă».

Республикăра 25 пасар пулмалла. Хальлĕхе ял хуçалăхĕн 3 /Шупашкарта - 2, Çĕнĕ Шупашкарта - 1/, ял хуçалăх кооперативĕсен /Пăрачкавра, Канашра, Вăрмарта, Çĕрпÿре/ пасарĕ ĕçлет.

Санитари нормине пăхăнман тĕслĕх чылай. Пахча çимĕçе урайне вырнаçтараççĕ. Вăл ятарлă савăтсенче упранмалла.

Тавара витринăсене курăнмалла вырнаçтармалли пирки те сăмах пычĕ.

Чăвашстатăн пай пуçлăхĕ Эмма Егорова халăхăн выльăх-чĕрлĕх йышне шута илмелли хуçалăх кĕнеки чылай ял тăрăхĕн çукки, пулсан та тивĕçлĕ шайра пулманни пирки каларĕ. Йĕпреç, Куславкка, Красноармейски, Муркаш, Çĕрпÿ, Етĕрне районĕсенчи 44 ял тăрăхĕн вăл пачах та çук иккен.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
21 июня 2012
10:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter