Курса тĕлĕнмелли - куç тулли

Ĕнер Шупашкарта «Стратеги çĕнĕлĕхĕсен тапхăрĕ» V экономика форумĕ уçăлчĕ. Вăл çу уйăхĕн 24-мĕшĕччен ĕçлет. Унта Германирен, Латвирен, Иранран, Раççей регионĕсенчен, республикăран 168 предприяти-организаци хутшăнать. Екатеринбург хулинчен килнĕ 10 компани хăйĕн продукцине кăтартать. Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаç органĕсем тата муниципалитет пĕрлешĕвĕсем социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн программисене пурнăçласси мĕнлерех пынипе паллаштараççĕ.

«Регионсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси» регионсен XIX куравĕнче кашни хулапа района муниципалитет тĕллевне еплерех пурнăçа кĕртни çинчен кăтартма уйрăм вырăн уйăрнă. Ку ĕçе Шупашкар хула администрацийĕ тăрăшса йĕркеленине, Улатăрсем аван ирттернине палăртмалла. Министерствăсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем пуçарнипе хула çыннисем тата хăнасем электротехникăри, приборсем тăвас ĕçри, строительствăри, коммуналлă хуçалăхри, ял хуçалăхĕнчи, апат-çимĕç промышленноçĕнчи, ытти отрасльти çĕнĕлĕхсемпе, предприяти-организаци туса кăларакан продукципе паллашĕç.

Форум картинче «Чăваш Республикин професси аталанăвĕ» фестиваль иртет. «Чăваш Республикин чи лайăх экспортерĕ» конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç.

Делегацисем форума хăйсен ĕç опычĕпе тата продукцийĕпе паллаштарма кăна мар, çĕннине пĕлме те пуçтарăннă. Сăмахран, ал ĕçĕн ăстисем Мария Симакова, Çĕнĕ Шупашкарти Валентина Поповăпа Лариса Калашникова пуçтарăннисен умĕнче тĕрĕ-эреш вăрттăнлăхне хапăл тусах уçса пачĕç. ЧР Культура министерствин курав пайĕнче куç умне Чăваш наци музейĕн сотрудникĕсем Галина Опаевăпа Ольга Кушманова тăрăшнипе чăваш халăх çи-пуçĕ, апат-çимĕçĕ, ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕ тухса тăчĕ. Канашри педагогика колледжĕ кăтартма чăваш çырулăхĕпе çыхăннă экспонатсем илсе килнĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕн курав кĕтесне нумаях пулмасть ал ĕç ăсти Ирина Ефимова Францирен, Лада Шалахманова Алтай крайĕнчен илсе килнĕ пысăк наградăсем илемлетрĕç. Патăрьелсем Ксыл-Чишма ялĕнче завод хута яни çинчен савăнса пĕлтерчĕç.

Кĕскен, кашни хула-районтах иртнĕ çулталăкра ырă улшăнусем пулнă, делегацисем вĕсемпе савăнсах паллаштарчĕç, экономикăна аталантарассипе, социаллă пурнăçа лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене пĕрле сÿтсе яврĕç.

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
22 июня 2012
16:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter