Вĕсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин юлашки залпĕсем тахçанах кĕрлесе иртнĕ ĕнтĕ, анчах фронтовиксен тата тыл ĕçченĕсен паттăрлăхĕпе хăюлăхĕ, харсăрлăхĕ тата хăйсене хĕрхенменни ĕмĕр-ĕмĕр вун-вун ăру асĕнче упранĕç. Çĕнтерÿшĕн вышкайсăр пысăк хак тÿлеме тивнĕ, мĕншĕн тесен çакăн пек чи хăрушла хирĕç тăру çĕр çинче урăх пулманнине палăртаççĕ историксем.

Иртнĕ вăрçă планетăмăр çинчи 61 патшалăха, çĕр çинче пурăнакан 1,7 миллиард çынна /80 ытла процентне/ хăйĕн тĕпсĕр авăрне туртса кĕнĕ. Тĕнчен иккĕмĕш вăрçи пынă тапхăрта ун чухне Совет Союзĕ пулнă патшалăхра кăна 110 миллион ытла çын алла пăшал тытнă. Тăван çĕр-шыва тăшманран хÿтĕлеме çапăçу хирĕсене пирĕн республикăран 208 пин ытла е кашни пиллĕкмĕш çын тухса кайнă. Вĕсенчен 106470-шĕ çуралнă тăрăха таврăнайман. Çапăçусенчи паттăрлăхпа хăюлăхшăн 78 ентеш Совет Союзĕн Геройĕ, 16 çын Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.

Çĕнтерĕве вăрçăн 1418 кунĕнче кĕтсе илнĕ халăх. Вăхăт чуппи сисĕнчĕксĕр. Анчах хăрушă пулăмăн пĕрремĕш кун синкерлĕхĕн суранĕ историре халĕ те пирчемен-ха. Вăрçă пуçламăшĕн, çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчи Асăнупа хурлану кунĕнче, Шупашкарти “Çĕнтерÿ” мемориал комплексĕнчи “Тăван çĕр-шыв чĕнет” палăкпа Вилĕмсĕрлĕх çулăмĕ умне вăрçă вут-çулăмĕнчен тухайманнисене асра тытса Ас тăвăм гирляндине хучĕç. Пĕр минут шăп тăнă хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паттăр ентешсене асăнса хăй ячĕпе чĕрĕ чечексем хучĕ, пуç тайрĕ. Унтан ют патшалăхсен /Иран, Германи.../ Раççей Федерацийĕнчи посолĕсем, генеральнăй консулĕсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республика Министрсен Кабинечĕн членĕсем, федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ, Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан органĕсен представителĕсем, Шупашкар хула ертÿлĕхĕпе хула Пухăвĕн депутачĕсем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсем, “Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем” офицерсен юлташлăхĕнчи ентешсем-çар çыннисем, Афганистанри, хĕрÿ ытти вырăнти хирĕç тăрусен ветеранĕсем, общество юхăмĕсемпе пĕрлĕхĕсен тата партисен хастарĕсем, Шупашкар çыннисемпе тĕп хуламăрăн хăнисем “Тăван çĕр-шыв чĕнет” палăкпа Вилĕмсĕрлĕх çулăмĕ, Афганистан вăрçинчен таврăнайман салтаксемпе офицерсене асăнса пурăнма лартнă палăк тата Чечня вăрçинчен çуралнă тăрăха чĕррĕн таврăнайман паттăр арсен Асăну обелискĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç. Иоанн-Воин ячĕллĕ часавайра Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пуç хунисен ячĕпе çуртасем çутрĕç.

 Ю.Степанов



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
23 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter