«Раççей çăл куçĕсем» - туслăх, пĕрлĕх çăл куçĕсем

Халăх пултарулăхĕн «Раççей çăл куçĕсем» фестивалĕ - Республика кунне уявлакан тĕп самантсенчен пĕри. Ăна та, кăна та Чăваш Ен çыннисем çеç мар, уява илем кÿрес текенсем те кĕтеççĕ. Яланах çапла: чăтăмсăр кĕтекен япала хăвăрт иртсе каять. Юбилейлă 20-мĕш фестиваль те историе юлчĕ ĕнтĕ.

Çĕр-шывăн 30 яхăн регионĕнчен, çавăн пекех Беларуçран килнĕ юрă-ташă ăстисем /пурĕ 700 яхăн çын/ çĕртмен 23-мĕшĕнче 19 сехетре тĕп хулари Хĕрлĕ тÿреме пуçтарăнчĕç.

Ас тăватăп-ха: пĕрремĕшĕ Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ умĕнчи лапамра иртнĕччĕ. Унта районсенчен килнĕ 12 коллектив тата Тутарстан, Мордва республикисемпе Ульяновск облаçĕнчи ансамбльсем хутшăннăччĕ. Çирĕм çул хушшинче Чăваш Енре АПШ, Бельги, Итали, Венгри, Египет, Иран, Болгари, Чехи, Намиби, Германи, Эстони артисчĕсем пулчĕç.

Хальхинче ютран беларуçсем пулчĕç терĕмĕр. Комири украинсем, Камчатка крайĕнчи эвенксен «Нулгур», Кабарда-Балкар Республикинчи шкул ачисен «Агни», Аçтăрханти казаксен «Берегиня», Хакас Республикинчи ачасен кăтартуллă «Сюрприз» коллективĕсем тата ыттисем те пирĕншĕн кăсăклă-çке. Çак шухăшах фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăннисем - Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Литва Республикин Раççей посольствинче ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен Инара Зарене палăртрĕç. Уява çавăн пекех ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев Чăваш Ен çыннисемпе унăн хăнисене Республика кунĕпе, çавăн пекех «Раççей çăл куçĕсем» фестивальпе саламланă май çак самантсем пирки чарăнса тăчĕ:

- Хăнасене тарават тата пархатарлă Чăваш Ен пултаруллă, ĕçчен, ăста çынсене çирĕммĕш хут йышăнать. Çак йыш çуллен ÿссе, хушăнса, республика туссемпе пуянланса пыни пире савăнтарать çеç мар, Чăваш Ен ят-сумне, чысне çĕклет. Куракансем çĕр-шыври, тĕнчери ытти наци культурипе паллашса хăйсем те чунпа пуянланаççĕ, - терĕ республика Пуçлăхĕ.

Çак сăмахсем хыççăн Раççей тата ЧР гимнĕсем янăрарĕç, тÿпене вун-вун тĕспе фейерверк çути илемлетрĕ. Сцена çине чи çамрăк артистсем - Шупашкар ачисем, унтан çамрăксем тухрĕç. Хамăрăннисем - Чăваш патшалăх академи симфони капелли, «Сувар», «Суварята», «Çавал» ансамбльсем, ытти коллектив уява йыхравланă май хăнасем фестиваль кăшăлне хутшăнчĕç. Республика Пуçлăхĕ сцена çинчен анма васкамарĕ. Вăл уява пушă алăпа пыман, республикăри профессионал коллективсен пултарулăх проекчĕсене пурнăçа кĕртме ЧР Пуçлăхĕн 2012 çулшăн паракан грантне /2-шер млн тенкĕ/ тивĕçнĕ организацисене свидетельство пачĕ. Кăçал ăна çаксем илчĕç: Чăваш патшалăх пукане театрĕ /Валентина Элпи ĕçĕсем тăрăх «Эп халь телейлĕ» спектакль лартма/* Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ /Çеçпĕл Мишшипе Геннадий Айхи поэзийĕ тăрăх «Чĕрĕ сăмах» проекта кун çути пама/* Чăваш наци музейĕ /«Чебоксары: история в формате 3Д. Мультимедийный экспозиционный комплекс «Чебоксары XVIII-XX вв.» проекта пурнăçа кĕртме/.

Ун хыççăн пысăк концерт иртрĕ. Ăна сăмахпа каласа кăтартма май çук - курмалла.

Тепĕр кун та кĕвĕ-çемĕ хуçаланчĕ кунта. Чăваш, вырăс, украин, беларуç, мăкшă, çармăс, ытти халăх юррисем Хĕрлĕ тÿрем çийĕн çĕкленсе Атăл тăрăх инçе-инçе саланчĕç. Кунта çеç мар, Шупашкар районĕсенчи чăваш ялĕсенче те, тĕп хулари «Салют» культура керменĕ, «Шупашкар» суту-илÿ çурчĕ умĕнче те, ачасен А.Г.Николаев ячĕллĕ тата «Шупашкар: 500 çул» культурăпа кану паркĕсенче те çĕр-шыври халăхсен культурипе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç.

Каç енне, вун ултă сехет çурăра, лапама сумлă хăнасем килсе çитрĕç: ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов.

Михаил Игнатьев хула çыннисене, хăнасене Республика кунĕпе саламларĕ. Çĕр-шывăн вун-вун регионĕнчен килсе çитнĕ юрăçсемпе ташă ăстисем, ал ĕç ăстисем икĕ кун хушшинче чăннипех чунсене пуянлатнине, çакăн пек тĕл пулусем пире тата та яваплăрах пулма, тăрăшарах ĕçлеме хистенине палăртрĕ. Хальхинче те республика Пуçлăхĕ хастаррисене, пултаруллисене хавхалантарчĕ. Тăван литературăпа культурăна аталантарас тĕлĕшпе нумай çул хушши тÿрĕ чунпа вăй хунăшăн Чăваш халăх поэтне, куçаруçа, Раççей Писательсен союзĕн членне Порфирий Афанасьева тата Чăваш халăх поэтне, Çеçпĕл Мишши фончĕн директорне Валери Туркая «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе наградăларĕ. Тĕп хулари ачасен виççĕмĕш искусство шкулĕн преподавательне Ольга Евдокимовăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят пачĕ.

«Руç ăстисем» конкурс та çĕнтерÿçĕсене палăртрĕ. 10 номинаципе ăмăртнă ылтăн алăллăскерсем. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн тĕп парнине - гран-прие - Тамбов облаçĕнчи Евгения Болдырева тивĕçрĕ. Вăл вĕтĕ шăрçапа ăсталанă мăй çыххипе /колье/ палăрчĕ.

Алена Аршинова та Шупашкарсемпе хăнасене Республика кунĕпе саламларĕ. Раççейри халăхсен çитĕнĕвĕн çăл куçĕ туслăхра, пĕрлĕхре пулнине палăртрĕ. «Раççей çăл куçĕсем» фестиваль, ытти фестиваль-конкурс çакна аван çирĕплетеççĕ терĕ.

Унтан Хĕрлĕ тÿремре каллех кĕвĕ-çемĕ янăрама пуçларĕ. (Н.Смирнова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
25 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter