Тулай чăваш ачисен ятарлă лагерь сменине уçрĕç

Çĕртме (июнь) уйăхĕн 25-мĕшĕнче ачасен «Вăрман юмахĕ» санаторийĕнче тулай чăваш ачисен  ятарлă лагерь сменине уçрĕç. Кăçал лагере шкул ачисем Пушкăртстан, Тутарстан республикисенчен, Оренбург, Ульяновск, Самара, Саратов, Пенза, Тюмень облаçĕсенчен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен çитрĕç. Кунсар пуçне программăна Чăваш Республикин ачисем те – чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттернĕ олимпиада, конкурс, фестиваль çĕнтерÿçисем хутшăнаççĕ. Пĕтĕмпе 50 ача пулать. Ачасене тавра курăм аталантармалли тата культурăллă канмалли пысăк та кăсăк программа кĕтет. Ку программăпа  килĕшÿллĕн ачасем учёнăйсемпе, историксемпе, поэтсемпе тата писательсемпе, культурăпа ÿнер ĕçченĕсемпе, тава тивĕçлĕ художниксемпе тата халăхăмăрăн ал ăстисемпе, паллă спортсменсемпе тата республикăмăрăн ытти паллă çыннисемпе тĕл пулĕç, экскурсисене çÿрĕç, музейсене кайса курĕç.

Тĕплĕнрех



26 июня 2012
13:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter