Тепĕр лини хута кайрĕ

Шупашкарти «Акконд» кондитер фабрикинче шăмат кун бисквит десерт хатĕрлекен производство линийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна уçма Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш тата Тутар Республикисен Патшалăх Канашĕсен Председателĕсем Юрий Поповпа Фарид Мухаметшин, Пушкăрт Республикин Патшалăх Пухăвĕн Председателĕ Константин Толкачев, Чечен Республикин Правительствин тулаш çыхăнусен департаменчĕн ертÿçи Иса Хаджимурадов хутшăнчĕç.

Акционер обществин генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Иванов вĕсене кĕскен фабрика историйĕпе паллаштарчĕ.

«Общество кăçал технологин икĕ линине хута ярса производство калăпăшне самаях ÿстерчĕ, - терĕ Валерий Николаевич. - Паян виççĕмĕшĕ продукци пама пуçланине савăнса пĕлтеретпĕр. Чикĕ леш енчен оборудовани туянма 90 миллион тенкĕ уйăртăмăр. 2012 çул вĕçлениччен тăватă хутлă çĕнĕ корпус туса пĕтеретпĕр. Унта кондитер изделийĕн тăхăр линине ĕçе кĕртетпĕр. Вăл калăпăша 50 процент ÿстерме май парĕ».

«Республика кунĕ умĕн Чăваш Енре çĕнĕ çул тата пурăнмалли çурт хута яратпăр, - савăнăçлă кăмăл-туйăмне пытармарĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. - «Аккондра» вара - бисквит десерт производствин технологи линийĕ. Предприяти чылай çул ÿсĕм тăвать. Совет тапхăрĕнчипе танлаштарсан хальхи вăхăтра тавар пилĕк хут нумайрах сутать. Çĕнĕ линире продукци хатĕрлеме пуçланă ятпа коллектива ăшшăн саламлатăп, ÿлĕм татах çитĕнÿ тума ырă сунатăп».

Хăнасемпе журналистсене бисквит десертăн пĕр çимĕçне пахалама сĕнчĕç. Ас тивсе пăхнисене килĕшрĕ. «Пирожнăя аса илтерет. Форми кăна урăхла», - терĕç. Çимĕçе çатăрка хутпа чĕркенĕ. Пĕтĕмпех автомат ĕçлет.

Хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăнах производство конвейерĕ ĕçлеме пуçларĕ, кашни ĕçчен хăйĕн кулленхи вырăнне йышăнчĕ. (М.Федоров)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
26 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter