Шупашкарта хăнара

„Эткер” программăпа килĕшÿллĕн „Вăрман юмахĕ” санаторире канакан тулай чăваш ачисем Шупашкарта хăнара пулчĕç. Анлă Атăл тăрăх теплоходпа ярăнчĕç, Шупашкар урамĕсемпе утса киленчĕç. Кану смени ачасен кăмăлне çĕклет. Наталья Ефарова (Тутар Республики) Шупашкар урамĕсемпе утнă хыççăн çакăн пек йĕркесем çырчĕ:

„Шупашкар илемлĕ, пысăк

Атăл хĕрринче ларать.

Хула варринче мăнаçлăн

Çĕр-шыв амăшĕ тăрать, çынсене телей сунать”.

 Кашни кунах программа ертÿçипе вожатăйсем пултарулăх лабораторийĕсенче, ăста урокĕсенче ачасен чăвашла калаçу хăнăхăвĕсене аталантараççĕ, чăваш халăх сăмахлăхĕпе, хальхи юрă-ташăпа, ал ăсталăхĕпе паллаштараççĕ. Акă паян ачасем вăйă картине тăчĕç, „Ларать, Ванюк”, „Çерем пăсса вир акрăм”, „Çĕрĕлле” вăйăсем вылярĕç.  Паянах вĕсем чăваш ташшисемпе те паллашĕç.

Тĕплĕнрех

Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви



27 июня 2012
15:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter