.Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячĕпе саламлани

Хаклӑ ҫамрӑк туссем!

Сире Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫамрӑклӑх вӑл – ҫынна тӑрӑшса ӗҫлеме, пултарулӑха аталантарма, пӗлӳшӗн ҫунма тата пур енчен те лайӑх пулма ӑнтӑлма, ырӑ ӗҫсем тума паракан калама ҫук пысӑк та хаксӑр парне. Пуласлӑх хастар чунлӑ ҫамрӑксенче, ӗҫрен пӑрӑнман, пурнӑҫра паха опыта ӑша хывса пыракан, аслисене сума сӑвакан, таврари ҫынсене хисеплекен, тӑван ҫӗре пӗтӗм чунтан юратакан яш-кӗрӗмре.

Чӑваш Республикинче ҫамрӑксене хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса пама пулӑшакан патшалӑх политики ҫирӗп тӗллевлӗн пурнӑҫланса пырать. Пӗлӳ учрежденийӗсенчен вӗренсе тухакансене ӗҫе вырнаҫтарасси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Хӑйӗн кун-ҫулне общество пурнӑҫӗпе е патшалӑх службипе ҫыхӑнтарас шутлисем валли Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнче Ҫамрӑксен кадр резервне туса хунӑ, депутатсен пухӑвӗсем ҫумӗнче Ҫамрӑксен палатисем ӗҫлеҫҫӗ.

Талантлӑ яшсемпе хӗрсене хавхалантарас тӗллевпе кашни ҫулах Ҫамрӑксен патшалӑх премийӗсене паратпӑр, пултарулӑхӗпе уйрӑмах палӑрса тӑракан ҫамрӑксемпе студентсем вара Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендийӗсене илсе тӑраҫҫӗ, ҫамрӑксен инновациллӗ тата вариативлӑ программисем валли грантсем уйӑратпӑр.

«Пулас лаша тихаран паллă», – теҫҫӗ халӑхра. Эпӗ паянхи ҫамрӑксем аслӑ ӑру ҫӗнсе илнӗ чапа тата та ҫӳле ҫӗклессе, Чӑваш Республикин нумай нациллӗ халӑхӗн культурипе кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене, йӑли-йӗркине тивӗҫлипе сыхласа упрасса ҫирӗппӗн шанатӑп.

Ҫак ҫутӑ уяв кунӗнче сире нумай-нумай ҫуллӑха ҫамрӑкла маттурлӑх, ҫирӗп сывлӑх, таса юрату, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                                   М.Игнатьев

 



27 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter