Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламлани

                                                      Хаклă çамрăк туссем!

Сире Çамрăксен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп! Эпир XXI ĕмĕрти тĕнче сăн-сăпачĕ тăтăшах улшăнса тăракан условисенче пурăнатпăр, хальхи вăхăтра инновацилĕх тата халиччен курма хăнăхнинчен урăхларах пуçарусем обществăна малалла ăнăçлăн аталантармалли майсем пулса тăраççĕ. Пирĕн республикăн çитес çывăх çулсенчи ăнăçлă аталанăвне шăпах пурнăçăн кирек хăш сферинче те кирлĕ, хăйсем çине пысăк яваплăх илме хатĕр, çивĕч ыйтусене татса парас енĕпе вырăнлă йышăнусем сĕнекен тата вĕсене пурнăçа кĕртме пултаракан çамрăк профессионалсем тивĕçтерĕç. Республикăра пурăнакан 9,5 пин ытларах шкул ачишĕн кĕмĕл саслă шăнкăрав юлашки хут янăрарĕ. Çамрăксемшĕн мĕн пур çул уçă: вĕсене вĕренÿ заведенийĕсен аудиторийĕсем тата наука открытийĕсем, илĕртÿллĕ çул çÿревсемпе çĕнĕ паллашусем кĕтеççĕ. Кашни çулах аслă шкулсенчен вĕренсе тухакан, професси пĕлĕвне тата кирлĕ хăнăхусене ăша хывнă пин-пин каччăпа хĕр ĕçе кÿлĕнет. Пиртен кашниех пурнăçра яланах мĕне те пулсан пĕрремĕш хут тăвать. Пурăнса курнă çынна çавнашкал утăма тума халиччен пухăннă опытпа хăнăху, пĕлÿ пулăшать. Çамрăклăхăн вара мĕн те пулсан лайăххине тăвас туртăмĕ пысăк тата вăл хăйĕн ĕçĕ ăнăçасса çирĕп шанса тăрать. Чăваш Енре çамрăксене пулăшасси патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕ шутланать. Çамрăксен наука, пултарулăх, ÿт-пÿ тата тĕрлĕ ытти вăй-хăватне хавхалантарма пулăшакан программăсем туса хатĕрленĕ, вĕсем ăнăçлăн пурнăçланаççĕ. Эсир – çамрăк ăстаçăсем, производствăри çивĕч ыйтусене татса пама час-часах халиччен илтме-курма хăнăхнинчен урăхларах, инновациллĕ йышăнусем сĕнетĕр. Çакă эсир техника, экономика, социаллă пурнăç, бюджет сферисенче тăвакан ĕç-хĕл ăнăçлă тата тухăçлă пулассине шантарать. Тивĕçлĕ специалистсене тупса палăртас тата вĕсене патшалăх службине явăçтарас тĕллевпе кăçалхи нарăс уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи çамрăксен кадр резервне йĕркелесси çинчен калакан Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Ун йышне пурнăçра хастарлăхпа, пултарулăхпа, пысăк пĕлÿпе тата ертсе пырас ĕçри ăсталăхпа палăрса тăракан, общество ĕçĕ-хĕлĕнче хăйсене лайăх енчен кăтартнă яшсемпе хĕрсем кĕнĕ. Паян вĕсем патшалăх политикине йĕркелесси çине витĕм кÿреççĕ тата Чăваш Ен аталанăвне сулмаклă тÿпе хываççĕ. Яшсемпе хĕрсем, хаклă туссем! Çак савăк уяв кунĕ сире савăнăç, сывлăх, çирĕп тĕллевлĕхпе ăнăçусем, Тăван çĕр-шывăмăрăн ырлăхĕшĕн çĕнĕ открытисемпе çитĕнÿсем тума сунатăп. Çамрăклăх – кашни çыншăнах ытарма çук вăхăт. Ку вăл чунра çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм хуçаланакан, юрату хĕмленсе çунакан, пурнăçра идеал тата хамăр вырăна шыракан манăçми тапхăр. Эпĕ Чăваш Ен çамрăкĕсене шанатăп! Тăрăшса ĕçлĕр, лайăх пурăнăр, çут тĕнчен савăк та çутă саманчĕсемпе киленĕр, çĕнĕ ÿсĕмсем тăвăр! Эсир – пирĕн вăй, пирĕн тĕрев, пирĕн пуласлăх!

 Чăваш Республикин

 Пуçлăхĕ                                                                                                   М.Игнатьев.



27 июня 2012
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter