Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев культурăра, искусствăра, ăслăлăхра, спортра палăрнă 4 яш-хĕре ЧР Çамрăксен патшалăх премине панă

Çĕр-шывра Çамрăксен кунне уявларĕç. Çак кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев культурăра, искусствăра, ăслăлăхра, спортра палăрнă 4 яш-хĕре ЧР Çамрăксен патшалăх премине панă. 1996 çултанпа çак чыса республикăри 84 çамрăк тивĕçнĕ. Кăçал конкурса 41 ĕç тăратнă. Ăслăлăх, техника тата производство тытăмĕсенче пысăк çитĕнÿ тунăшăн премие “ЭКРА” наука-производство предприятийĕ” тулли мар яваплă обществăн станци оборудованийĕн реле хÿтĕлевĕпе автоматикине хатĕрлекен пайĕн 2-мĕш категорири инженерĕ Владимир Петров тивĕçнĕ. Вĕренÿ, воспитани тата çамрăксен политики енĕпе Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти физикăпа математика вĕрентекенне Юрий Никонова чысланă. Премие вăл Чăваш Республикинчи вĕренекен çамрăксен пултарулăх вăй-халне пурнăçа кĕртме пулăшакан “Вектор” инноваци проектне хатĕрленĕшĕн тата пурнăçланăшăн тивĕçнĕ. 2006 çултанпа педагог шкулта вăй хурать. Унăн пуçарăвĕпе пĕлÿ çуртĕнче “Вектор” видеостуди ĕçлеме тытăннă, физика предмечĕпе дистанци олимпиадисем иртме пуçланă, 2010 çулта шкулта телекурав уçăлнă. Халăх пултарулăхне сарнăшăн тата аталантарнăшăн литература, культура тата искусство енĕпе Йĕпреçри ачасен искусство шкулĕн театр уйрăмĕн вĕрентекенĕ Александра Максютова-Басманцева тивĕçнĕ. Сывлăх сыхлавĕпе тавралăха сыхлас, физкультура тата спорт енĕпе лауреатсен йышĕнче - “Центродент” тулли мар яваплă обществăн врач-стоматолог-терапевчĕ Ирина Ильина. Премие вăл чĕлхе патологине диагностика тумалли наука тĕлĕшĕнчен çирĕплетнĕ, макроглоссин математика модельне тума май панă тытăмне хатĕрленĕшĕн тивĕçнĕ. Михаил Васильевич залра пухăннисене Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламланă, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме сывлăх, ăнăçу суннă. “Раççей пуласлăхĕ сирĕнте, эпир сире шанатпăр!” - тенĕ.  Çавăн пекех уявра чи лайăх ăслăлăх проекчĕсен çĕнтерÿçисене те чысланă. “Студентсен çемйи - 2012” конкурса пĕтĕмлетнĕ. Мала тухнă мăшăра, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухакан Дозоровсене, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов саламланă.( Л.Петрова)

 



28 июня 2012
13:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter