Чи пултаруллисене - сумлă преми

image #2523Ĕнер çĕр-шывра Çамрăксен кунне уявларĕç. Çак кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев культурăра, искусствăра, ăслăлăхра, спортра палăрнă 4 яш-хĕре ЧР Çамрăксен патшалăх премине пачĕ. 1996 çултанпа çак чыса республикăри 84 çамрăк тивĕçнĕ. Кăçал конкурса 41 ĕç тăратнă.

Ăслăлăх, техника тата производство тытăмĕсенче пысăк çитĕнÿ тунăшăн премие “ЭКРА” наука-производство предприятийĕ” тулли мар яваплă обществăн станци оборудованийĕн реле хÿтĕлевĕпе автоматикине хатĕрлекен пайĕн 2-мĕш категорири инженерĕ Владимир Петров тивĕçрĕ. Вăл 330 кВ тата унран та пысăкрах киловольтлă электричество парса тăракан линисем валли напряжени ÿссе каясран чаракан автоматикăн хальхи йышши микропроцессорне хатĕрленĕ тата ăна сери майĕпе ĕçе кĕртнĕ. Владимир студент чухнех наукăпа кăсăкланнă. Техника ăслăлăхĕсен магистрĕ халĕ Мускавра аспирантурăра вĕренет. Кăçал çемье чăмăртама тĕв тунă.

Вĕренÿ, воспитани тата çамрăксен политики енĕпе Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулти физикăпа математика вĕрентекенне Юрий Никонова чысларĕç. Премие вăл Чăваш Республикинчи вĕренекен çамрăксен пултарулăх вăй-халне пурнăçа кĕртме пулăшакан “Вектор” инноваци проектне хатĕрленĕшĕн тата пурнăçланăшăн тивĕçрĕ. 2006 çултанпа педагог шкулта вăй хурать. Унăн пуçарăвĕпе пĕлÿ çуртĕнче “Вектор” видеостуди ĕçлеме тытăннă, физика предмечĕпе дистанци олимпиадисем иртме пуçланă, 2010 çулта шкулта телекурав уçăлнă.

Халăх пултарулăхне сарнăшăн тата аталантарнăшăн литература, культура тата искусство енĕпе Йĕпреçри ачасен искусство шкулĕн театр уйрăмĕн вĕрентекенĕ Александра Максютова-Басманцева тивĕçрĕ. Мĕн пĕчĕкренех юрлама юратнă вăл. Малтан - Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищинче, кайран Пермьри искусствăпа культура институтĕнче вĕреннĕ. Александра “Шăнкăрма” тата “Хĕвелпи” фольклор ушкăнĕсене ертсе пырать.

Сывлăх сыхлавĕпе тавралăха сыхлас, физкультура тата спорт енĕпе лауреатсен йышĕнче - “Центродент” тулли мар яваплă обществăн врач-стоматолог-терапевчĕ Ирина Ильина. Премие вăл чĕлхе патологине диагностика тумалли наука тĕлĕшĕнчен çирĕплетнĕ, макроглоссин математика модельне тума май панă тытăмне хатĕрленĕшĕн тивĕçрĕ.

Михаил Васильевич залра пухăннисене Çамрăксен кунĕ ячĕпе саламларĕ, хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме сывлăх, ăнăçу сунчĕ. “Раççей пуласлăхĕ сирĕнте, эпир сире шанатпăр!” - терĕ.

Çавăн пекех уявра чи лайăх ăслăлăх проекчĕсен çĕнтерÿçисене те чысларĕç. “Студентсен çемйи - 2012” конкурса пĕтĕмлетрĕç. Мала тухнă мăшăра, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухакан Дозоровсене, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов саламларĕ.( Л.Петрова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter