Çĕмĕрле хулин аталанăвĕ, ĕç сыхлавĕ..

ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнер иртнĕ ларăвне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ, унта пĕтĕмпе 24 ыйту пăхса тухрĕç. Вĕсем пурте паянхи куншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, ытларахăшĕ малашлăх тĕллевĕсемпе çыхăннă.

“Çĕмĕрле хулин модернизацийĕн 2020 çулчченхи комплекслă инвестици планĕ çинчен” тата “Республикăн Çĕмĕрле монохулан модернизацине пулăшмалли тĕллевлĕ программи /2012-2016 çулсем валли/ çинчен” - çак докладсемпе экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Табаков паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх - комплекслă инвестици планĕнче палăртнă мероприятисене пурнăçа кĕртни Çĕмĕрле хулин экономика вăй-хăватне ÿстерме, çĕнĕ производствăсем йĕркелесе, продукцин çĕнĕ тĕсĕсене кăларма тытăнса предприятисен конкурентлăхне пысăклатма, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме, вак тата вăтам бизнеса аталантарма, общество инфратытăмне çĕнетме тата ыттине лайăхлатма май парĕ. Çавăн пекех Çĕмĕрле хулин Индустри паркне тума йышăннă, ку инвестици проектне ĕçе кĕртмешкĕн 10 млрд тенкĕ ытла уйăрĕç. Алексей Петрович палăртнă тăрăх - çак суммăн 12% çеç бюджет укçи-тенки пулĕ. Михаил Игнатьев Çĕмĕрлере электротехника производствине аталантарма майсем çителĕклех пулнине аса илтерчĕ.

Çĕмĕрле хула администрацийĕн ертÿçине Сергей Новичкова та сăмах пачĕç. Вăл çÿлерех асăннă икĕ документа йышăнни вырăнти халăхăн пурнăç шайне лайăхлатмашкăн май парасса, çĕнĕ предприятисем йĕркеленсен вара халĕ Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне ĕçлеме çÿрекен çынсем тăван тăрăхрах вăй хума тытăнасса шаннине пĕлтерчĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн Иван Моторинăн ыйту çуралчĕ: Çĕмĕрлесем демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе мĕн тума палăртаççĕ, вĕсем ку енĕпе республикăри вăтам кăтартуран юлса пыраççĕ-çке? Сергей Николаевичăн хуравĕ кĕске пулчĕ - кăçалхи пĕрремĕш кварталта вилекенсен шучĕ чакма, çуралакансен йышĕ вара ÿсме пуçланă-мĕн. Иван Борисович çав хулара ЖКХ ыйтăвĕсем çивĕч пулнине те аса илчĕ. Çĕмĕрле мэрĕ канализаципе мăшкăлтăк шывне тасатмалли сооруженисен реконструкцине кăçал 3-мĕш кварталта вĕçлеме палăртнине, насус станцийĕ валли çĕнĕ оборудовани туяннине тата темиçе проекта вара министерствăсене сÿтсе явмашкăн сĕннине каларĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев таса мар чунлă управляющи компанисемпе мĕнле кĕрешнипе кăсăкланчĕ. “Шел, уйрăм çын аллинчи компанисемпе пĕр чĕлхе тупма, вĕсене тĕрĕслесе тăма çăмăл мар, çавăнпа эпир муниципалитетăнне ытларах йĕркелесшĕн”, - терĕ Сергей Николаевич. Михаил Васильевич ЖКХ тытăмĕнче те ăнăçлă ĕçлекен предпринимательсем пуррине, муниципалитет компанийĕсене тытса тăмашкăн вара вырăнти влаçа йывăртарах пулассине палăртрĕ.

Чăваш Республикинчи ĕç сыхлавĕпе условийĕсем 2011 çулта мĕнлерех тăрăмра пулни çинчен сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова каласа кăтартрĕ. Пирĕн республикăра çынсем производствăра вилмеллех суранланасси чакса пырать. Юлашки вунă çулта ку кăтарту 2,2 хут пĕчĕкленнĕ. Ĕçре аманасси вара 1,7 хут чакнă. Шел, 2011 çулта этем производствăра шар курасси кăштах ÿснĕ - ун пеккисем пĕлтĕр 363 пулнă /2010 çулта - 347/, çав шутран 19-шĕ вилнĕ /23/, 86-шĕ йывăр суранланнă /76/. Çапах та Чăваш Енри производствăра суранланнин шайĕ федерацин Атăлçи округĕнче чи пĕчĕккисенчен пĕри, ку енĕпе вăл Пушкăртстана çеç çитеймест. Пĕлтĕр пирĕн республикăра сиенлĕ тата хăрушă условиллĕ çĕрте ĕçлекенсен 40,8% тăрăшнă /2010 çулта - 38,7%/, санитарипе гигиена нормисене тивĕçтермен условисенче - 27,6% /26,2%/. 2011 çулта пуçласа 69 тĕрлĕ професси чирĕ тупса палăртнă. 483 организацире ĕç вырăнĕсен аттестацине ирттернĕ /виçĕм çул - 199/. Министрсен Кабинечĕн членĕсем çынсем производствăра суранланассине тата професси чирĕсемпе аптрассине профилактикăлас ĕçе вăйлатмалла терĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç сыхлавĕ патшалăх шайĕнчи тĕллев пулнине палăртрĕ, çавăнпа та çитменлĕхсене май килнĕ таран хăвăртрах пĕтермеллине аса илтерчĕ.

Ларура çавăн пекех Етĕрнери коррекци ача çуртне унта хÿтлĕх тупнисен йышĕ ытла сахал пулнăран хупма йышăннине /тăлăхсемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисене Кÿкеçе куçарĕç, воспитательсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерĕç/, тин çеç ĕçе пуçăннă предпринимательсене бизнес йĕркелемешкĕн грант памалли йĕркене улшăнусем кĕртессине тата ытти ыйтăва сÿтсе яврĕç. Министрсен Кабинечĕн 3-мĕш кварталти ларăвĕсен планне çирĕплетрĕç, Правительствăн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртме палăртрĕç. (И.Семенова)



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
28 июня 2012
13:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter