«Сирĕн професси питĕ яваплă»

image #25272006 çулта Чăваш Ен Правительстви ячĕпе Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви, «Çурçĕр-хĕвел анăç тĕп нефтепровочĕсем» АУО тата Канашри 22-мĕш професси училищи нефтепровод отраслĕ валли пысăк квалификациллĕ рабочисем хатĕрлес тĕллевпе пĕрле килĕштерсе ĕçлеме калаçса татăлнă. Тепĕр çулхинех училище çуртне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн профильне улăштарнă. Вăл Раççейре пăрăх тăрăх нефть куçаракан отрасль валли кадрсем хатĕрлеме тытăннă. 2007-2008 вĕренÿ çулĕнче 256 çамрăка вĕрентсе кăларнă. 4 çулта 964 яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пĕлÿ илнĕ, вĕсенчен 586-шĕ - «Транснефть» акционер компанийĕ» АУОна, 148-шĕ «Çурçĕр-хĕвел анăç тĕп нефтепровочĕсем» АУОна ĕçе вырнаçнă.

Вĕренÿ заведенийĕ халĕ транспортпа энергетика техникумĕ шутланать.

Ĕнер ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев техникумран вĕренсе тухакансемпе тĕл пулчĕ, хĕрлĕ диплома тивĕçнисенчен чи хастаррисене - Иван Белогузова, Александр Герасимова, Андрей Швалева, ыттисене те вĕренÿ заведенине пĕтернине çирĕплетекен документ пачĕ.

Михаил Васильевич «АК «Транснефть» АУО вице-президентне Борис Михайлович Короле студентсене техникумра пĕлÿ илме, пур енлĕн аталанма лайăх условисем туса панăшăн тав турĕ.

- Буфета кĕрсе куртăм, менюпа паллашрăм - эпĕ питĕ кăмăллă. Кирек хăш вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илекен студента та çакнашкал условипе тивĕçтермелле, - терĕ Михаил Игнатьев. - Кунта хĕрсене те куратăп, ку ĕç вĕсене те килĕшет пулмалла. Сирĕн професси питĕ яваплă. Уявра та, кану кунĕсенче те тăрăшма тивет. Эсир дипломпа пĕрле производствăна вырнаçма направлени те илетĕр. Малашлăх шанчăклă - пĕри те ĕçсĕр юлмĕ.

«АК «Транснефть» АУО вице-президенчĕ Борис Король техникумра пулас специалистсене тăрăшса вĕренме, тĕллевлĕ канма, спортпа туслашма компани лайăх условисем туса парассишĕн пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. Çамрăксен пĕлĕвĕ пысăк, производствăра хăйсене лайăх тытаççĕ.

«Çамрăк талантсем - 2012» конкурс лауреачĕ, хĕрлĕ диплома тивĕçнĕ Александр Герасимов вĕренсе тухакансен ячĕпе преподавательсене çирĕп те тарăн пĕлÿ панăшăн тав турĕ.

Юлашкинчен Чăваш Республикипе «АК «Транснефть» АУО малашне те пĕрле ĕçлессине çирĕплетсе Михаил Игнатьевпа Борис Король Килĕшĕве алă пусрĕç.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çавăн пекех Канаш районĕнчи Асхва çывăхĕнче, Кĕçĕн Çавал хĕрринчи улăхра, иртекен республикăри çамрăк çарçăсен «Зарница» тата «Орленок» 44-мĕш финал вăййисене уçма хутшăнчĕ. Ĕçпе вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулчĕ.(В.Григорьев)





Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
29 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter