Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин Атăлçи округĕнче РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашĕн ларăвне хутшăннă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев федерацин Атăлçи округĕнче РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи Канашĕн “Округ регионĕсенче патшалăх управленийĕн тухăçлăхне тата патшалăх кÿрекен çăмăллăх пахалăхне ÿстермелли мерăсем çинчен” ыйтупа иртнĕ ларăвне хутшăннă. Дискуссие Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич уçнă, Пенза облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ Василий Бочкарев тата Раççейĕн çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕ Николай Никифоров доклад тунă. Çакна палăртнă: федерацин Атăлçи округĕнче электрон мелĕпе патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ кÿресси çÿллĕ шайра, ФАОн 9 регионĕ Раççейри малта пыракан 25 регион йышне кĕнĕ. Çакă çĕр-шыв ертÿлĕхĕн пуçарăвĕпе федерацин Атăлçи округĕнче патшалăх пулăшăвĕ кÿреслĕхе электрон мелне куçарассине тухăçлăрах пурнăçлама шанчăк çуратать. Апла пулин те татăлман ыйтусем те пур. ФАО влаç органĕсен ытларах пайне ведомствăсен пĕр-пĕрин хушшинчи электрон çыхăнăвĕн тытăмне кĕртнĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсене паха техника çукран çак çыхăнăва кĕме чăрмавлă. Ларăва хутшăннисем çивĕч ыйтусем пирки хăйсен шухăшне пĕлтернĕ, патшалăх тата муниципалитет кÿрекен çăмăллăх пахалăхне ÿстерес тĕлĕшпе сĕнÿсем панă. Чăваш Ен 2010 çултанпа регион тата муниципалитет кÿрекен çăмăллăха хăйĕн патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче электрон мелĕпе тивĕçтерет /www.21. gosuslugi.cap.ru /. Халĕ кунта пулăшăвăн 462 тĕсне, документсен 5153 тĕсне вырнаçтарнă, вĕсене порталран 206 пин хут куçарнă, унта республикăри 1 млн та 806 пин çын кĕнĕ. 2012 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пулăшу тĕсĕсен 19-шне федерацин Патшалăх пулăшăвĕн пĕрлĕхлĕ порталĕ витĕм кÿрет /www.21.gosuslugi.ru/, çулталăк вĕçлениччен çав шут 63 çитет. Халĕ çак порталра республикăри 9 пин çынна шута илнĕ, 24 пин хутчен кĕрсе тухнине палăртнă. Паянхи кун Чăваш Енре нумай функциллĕ виçĕ центр ĕçлет. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче тата Сĕнтĕрвăрри районĕнче патшалăх тата муниципалитет кÿрекен çăмăллăхсем “пĕр чÿрече” принциппа ĕçлеççĕ. Кунашкал центрсем 2012 çул вĕçлениччен тата 16 районта уçăлмалла. ("Хыпар" хаçатран)



30 июня 2012
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter