Чăваш чĕлхипе тата литературипе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ

Паян Шупашкарти 39-мĕш шкулта республика шкулĕсенчи выпускниксем чăваш чĕлхипе тата литературипе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытаççĕ. Çĕнĕлĕх кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен пуçланнă. Экзамена парас текенсен шучĕ– 47 çын. Вунпĕрмĕш класран вĕренсе тухакансем хăйсен малаллахи профессине чăваш чĕлхипе, литературăпа, вĕсене тĕпчессипе çыхăнтарма шухăшлаççĕ.

Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви



04 июня 2012
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter