Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче кун йĕркипе килĕшӳллĕн пурĕ пилĕк ыйту пăхса тухнă. Кăшт маларах республика Пуçлăхĕн указĕпе çĕнĕ министерствăсем туса хунине кура Правительство членĕсем вĕсен ыйтăвĕсене тишкернĕ. Чи малтанах вице-премьер - транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский сăмах илнĕ. Стройминран уйрăлса тухнă çак министерство положенийĕпе паллаштарнă май вăл халĕчченхи тивĕçсем хушăнасси çинчен каланă. Çав шутра министерство регион тата муниципалитетсен шайĕнчи çулсен управлăхне патшалăх енчен тĕрĕслесе тăрассишĕн, пурте усă куракан çулсем çинче парковкăсем тăвассишĕн, транспорт хатĕрĕсен техника тĕрĕслевĕшĕн, çăмăл такси ĕçне йĕркелессишĕн яваплă пулать. Министерство йышĕнче виçĕ теçетке çын ĕçлемелле, вĕсен тĕп пайĕ çĕнĕ тытăма хайхи Стройминранах куçĕ. Строительство министрĕ Владимир Громов палăртнă тăрăх - архитектура, строительство, энергетика, ЖКХ вĕсен тытăмĕнче пулать. «Çĕнĕ çынсем» - культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Ефимов тата информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева - хăйсен министерствисен ыйтăвĕсемпе паллаштарнă.