Шăмăршă районĕ: йăлана кĕнĕ йĕркепе, Çимĕк кун, Кивĕ Чукал ялĕнче Ял уявĕ иртрĕ

Йăлана кĕнĕ йĕркепе, Çимĕк кун, Кивĕ Чукал ялĕнче Ял уявĕ иртрĕ. Уява Çăл çеремĕнче ирттертĕмĕр. Çак уява килмесĕр ялти çамрăк та ватă та юлмарĕ. Ял уявне ял пуçлăхĕ Александр Васильевич Чамеев пуçларĕ. Вăл ял халăхне уяв ячĕпе саламларĕ, ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ.Ялти çынсене тата учрежденисене грамăтăпа наградăларĕ. Ялти «Чи тирпейлĕ учреждени» ята Кивĕ Чукал шкулĕ тивĕç пучлĕ. «Чи тирпейлĕ кил-хуçалăх» ята Карзанов Николай Алексеевичăн хуçалăхĕ илчĕ. «Чи тирпейлĕ полисадник» - Чурабанова Ирина Николаевнăн полисадникĕ. «Ялти чи ватă хисеплĕ çын» - Шикина Анисия Алексеевна, «Ялти чи сумлă ватă çын» - Малеев Антон Петрович.

Малалла Карзанова Зинаида Ильинична сăмах илчĕ. Вăл çимĕк сăввисем шăрантарчĕ. Сăвăсем хушшинче Кивĕ Чукалсен юррисем ташшисем пулчĕç. Кивĕ Чукал шкулĕн вĕренекенĕсем хăйсен ташшисемпе халăха савăнтарчĕç. Икĕ ушкăна уйрăлса çимĕк вăййисем ирттерчĕç. Çак уяв пурин кăмăлне те çĕклерĕ.



04 июня 2012
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter