Патăрьел районĕ: ял уявĕ

Çĕртме уйăхĕн 2-3 мĕшĕсенче Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи «Айдуш» уçланкинче ял уявĕ иртрĕ.  Аслă Чемен тата Тури Чакă ялĕсем пуçланса кайнăранпа 405 çул çитнине паллă  тума ватти те вĕтти те хастар хутшăнчĕ. Макаров П. В. Медведева М.В.  ертсе пынипе  тĕрлĕ спорт вăйисем иртрĕç: канат туртасси, мишук тахăнса амăртасси, айтур туртасси тата ыттисем те. Николай Карзаков парнисемшĕн футболла выляса тăватă команда хушшинче Чакă ялĕнче пурăнакан çамрăксен команди çĕнтерчĕ. Ялти культура çуртĕнче вăй хуркансем Ежова Л. ертсе пынипе концерт йĕркелерĕç. Концерта ялти культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх тата «Ассорти» ташă ушкăнĕсем куракансене   хайсен пултарулăхĕсемпе савăнтарчĕç.   Куракансем Елена Пузайкина, Мария Вахмистрова, Людмила Медведева тата хĕрарăмсен ушкăнĕ шăрантарнă «Пирĕн пĕрле пулмалла» «Пыр тăванăм хăнана», «Алă пар тăванăм» юрăсене тăвăллăн алă  çупса тав турĕç. Кашни йăх мĕнпур тăванĕсемпе пĕрле уçланкăра вырнаçнă сĕтел хушшине ларчĕ. Чылайăшĕ сĕтел çине чăваш апат-çимĕçне лартма тăрăшрĕ. Иртнĕ çулти пекех Зотовсен йăхĕ хастар пулчĕ, сĕтелле пуянрах хатĕрлерĕç. Зотовсемшĕн  савăнăç - çулталăк хушши службăра тăнă салтака тивĕçлипе кĕтсе илесси (халь-халь салтак Канашран  килсе çитмелле). Салтака уяв вырăнне йыхравласа сетел хушшине лартрĕç. Зотовсен йăхĕнчи чи ватă  çын Мария Григорьевна тата ял-йыш салтакран тĕрĕс-тĕкел таврăннă Сережăна малашнехи пурнăçра пысăк çитĕнÿсем сунчĕç.

 Ялти культура тата администраци ĕçченĕсем авалхи чăвашсен çĕр ĕçĕн йăли-йĕркине кăтартса пачĕç, ал-ĕç куравне йĕркелерĕç.  Уява пуçтарăннисем хаваслă купăс сассипе вайă картине тăчĕç.  

Аслă Чемен ял тăрăхĕнчи «Айдуш» уçланкинче икĕ кун хушши ача-пăчасен савăнăçлă сасси, чуна тыткăнлакан юрă-ташă кĕвви янăраса тăчĕ.  Ял уявĕ ял çыннишĕн те аякран килнĕ тăвансемшĕн те асра юлчĕ.



05 июня 2012
09:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter