Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Экологсен кунĕ ячĕпе саламлани

                                                      Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

 Çĕр çинчи йышĕпе çичĕ миллиардлă этемлĕхшĕн экологи ыйтăвĕсем çивĕчленĕçемĕн çивĕчленсе пыраççĕ. Техногенлă инкексем, çут çанталăкпа пĕлмесĕр усă курни çыннăн пурнăçпа сывлăхшăн ăнăçлă шутланакан тавралăх хутлăхĕнче пурăнмалли правине тивĕçтересси умне хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Чăваш Енре экологи ыйтăвĕсем патшалăхăн приоритетлă политики пулса тăраççĕ тата вĕсене татса парасси çине уйрăмах тимлĕн пăхатпăр: çут çанталăка сыхламалли лайăх тытăм туса хунă, çут çанталăк сыхлавĕн саккунĕсен требованийĕсене пăсакансене административлă майпа явап тыттаратпăр. Çапах та экологин ăнăçлă хутлăхне ăна йĕркелес ĕçе кашни çынах хутшăнмасăр туса хума май çук. Çакна вара пĕчĕккинчен пуçламалла: хамăр пурăнакан çурт картишне таса тытма, çут çанталăка упрама хăнăхмалла, çамрăксене экологи воспитанийĕ парса ÿстермелле. Пурте пĕрле тăрăшса вăй хурсан эпир сирĕнпе хамăрăн пĕрлехи çуртăмăра таса халлĕн сыхласа хăварма, килес ăрусемшĕн тата та хăтлăрах тума пултарасси пирки иккĕленместĕп. Çĕр-шыври экологсем 2007 çултан пуçласа хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Хаклă туссем! Эколог кунĕ ячĕпе сире чун-чĕререн саламлатăп! Сире çирĕп сывлăх, ырлăхпа телей, республикăн çут çанталăк пуянлăхне упраса хăварас тата пурăнмалли ăнăçлă хутлăха хÿтĕлес тĕлĕшĕпе тăвакан пархатарлă ĕçĕрте малашнехи çитĕнÿсем сунатăп!

Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                                      М.Игнатьев.



05 июня 2012
08:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter