Ертÿçĕсен яваплăхне ÿстермелле

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йăлана кĕнĕ йĕркепе ĕнер патшалăх влаçĕн органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх - пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх ЧР патшалăхăн 18 тата хысна 3 унитари предприятийĕ, çавăн пекех 23 хуçалăх обществи финанспа хуçалăх ĕç-хĕлне йĕркеленĕ. Çак организацисем кăçалхи I кварталта 1793,3 млн тенкĕ укçа ĕçлесе илнĕ, ку пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 119% пулать. 10 организаци тăкаклă ĕçленĕ, «Чăвашавтотрансăн» тата «Шупашкар» аэропортăн тăкакĕ уйрăмах пысăк.

Патшалăх предприятийĕсен ертÿçисен яваплăхне ÿстермелле - çакăн çинче чарăнса тăнă Михаил Игнатьев. «Директор хăйĕн тивĕçĕсене пурнăçламасан чи лайăх мел - унпа сыв пуллашасси. Пысăках мар предприятисене ăнăçлă йĕркелесе пыракансене пысăкрах организацисем шанса памалла», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Республикăн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службин ертÿçи Сергей Димитриев каланă тăрăх - 2009-2011 çулсенче халăха ĕçе вырнаçтарма пулăшмалли программăсене пурнăçлама бюджет укçине 3,5 млрд тенкĕ янă. Çавна май служба органĕсенче регистрациленĕ ĕçсĕр граждансен йышĕ 2010 çулхи пуш уйăхĕнчен чакса пынă, 2012 çул пуçламăшĕ тĕлне 8062 çынна çитнĕ.

Республика Пуçлăхĕн шухăшĕпе, çивĕч тепĕр ыйту - çуллахи каникул вăхăтĕнче вĕренекенсене ĕç вырăнĕсем парасси. «Ĕçленипе никама та япăх пулман. Пирĕн ăру каникул кунĕсенче учебниксем, шкул тумĕ валли укçа ĕçлесе илсе, чи малтанах ашшĕ-амăшне пулăшса ÿснĕ. Çамрăксем çулла ĕçлеме кăмăл тусан вĕсене саккун ыйтнипе килĕшÿллĕн вăхăтлăх ĕçе вырнаçтармалла», - пĕтĕмлетнĕ М.Игнатьев.

Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн çумĕ Александр Быченков федерацин «Этил спирчĕ, алкоголь е спирт хушнă продукци туса илессине, унăн çаврăнăшне патшалăх енчен йĕркелесси тата алкоголь продукцийĕпе усă курассине чикĕлесси çинчен» саккунне мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ.

Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Ефимов Чăваш Енĕн Пушкăртстанри Культура кунĕсене уявланă чухнехи мероприятисем çинчен каласа кăтартнă. Вĕсем çу уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕччен Ĕпхÿре, Стерлитамакра, Пушкăртстанăн ытти ял-хулинче çÿллĕ шайра иртнĕ.

Чăваш Ен ШĔМĕн ертÿçи Сергей Семенов Троицăна уявлама 117 пине яхăн çын хутшăннине пĕлтернĕ. Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский хуласен çывăхĕнчи маршрутсене 110 единица автобус техники кăларни, пассажирсене общество транспорчĕпе илсе çÿренĕ май чăрмавсем пулманни çинчен каланă.

 В.ВАСИЛЬЕВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 июня 2012
10:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter