«Çĕннисене» - такăр çул

Кун йĕркинче пĕтĕмпе те пилĕк ыйту кăна та - Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕ вăраха каймарĕ. Ун пирки черетсĕр лару тени вырăнлă пуль. Кăшт маларах республика Пуçлăхĕн указĕпе çĕнĕ министерствăсем туса хунине кура Правительство членĕсем вĕсен ыйтăвĕсене тишкерчĕç.

Журналистсемшĕн ку çĕнĕ министрсене Правительство членĕсен хушшинче официаллă лару-тăрура курмалли пирвайхи меллĕ самант пулчĕ. Вĕсем çапла сумлă шайра пĕрремĕш хут сăмах илчĕç. Хумханни сисĕнет, çавна май министрсенчен пĕри хăйĕн ыйтăвĕпе доклад тунă май аллинчи авторучкине пĕр чарăнми апла та капла çавăркаларĕ пулин те дебют йĕркеллех иртрĕ темелле.

Чи малтанах вице-премьер - транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Михаил Янковский сăмах илчĕ. Стройминран уйрăлса тухнă çак министерство положенийĕпе паллаштарнă май вăл халĕчченхи тивĕçсем хушăнасси çинчен каларĕ. Çав шутра министерство регион тата муниципалитетсен шайĕнчи çулсен управлăхне патшалăх енчен тĕрĕслесе тăрассишĕн, пурте усă куракан çулсем çинче парковкăсем тăвассишĕн, транспорт хатĕрĕсен техника тĕрĕслевĕшĕн, çăмăл такси ĕçне йĕркелессишĕн яваплă пулать. Министерство йышĕнче виçĕ теçетке çын ĕçлемелле, вĕсен тĕп пайĕ çĕнĕ тытăма хайхи Стройминранах куçĕ.

Строительство министерстви пĕчĕкленни ун валли ĕç юлмассине пĕлтермест. Владимир Громов министр палăртнă тăрăх - архитектура, строительство, энергетика, ЖКХ - яваплăх зони анлă.

«Çĕнĕ çынсем» - культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Ефимов тата информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева - хăйсен министерствисен ыйтăвĕсемпе паллаштарчĕç. Йĕркелÿ ыйтăвĕсене татса панă хыççăн вĕсен малашнехи ĕç тĕлĕшпе чăрмав пулмалла мар. Хăйĕн юлашки вăхăтри управленипе çыхăннă йышăнăвĕсем пирки каланă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ларăва шÿтлесе вĕçлерĕ: «Пĕр-пĕринпе алла-аллăн, килĕштерсе ĕçлĕр, ыйтусене татса парайманнипе кĕрсе мана ан чăрмантарăр».

  Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
05 июня 2012
10:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter