Шăмăршă районĕ: ĕçчен алă – ĕçсĕр тăмасть

Ялта пурăнакансем çак çемьен ĕçченлĕхĕнчен, тирпейлĕхĕнчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнеççĕ. Кил-çурт таврашĕ тирпейлĕ, пахчи çимĕçпе, чечексемпе пуян. Ÿркенмерен, пултаруллă пулнăран çапла пурăнаççĕ Тури Чаткасри Валерий Михайловичпа Елена Дмитриевна Николаевсем.  Вĕсем иккĕшĕ те çамрăклах ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнă. Çавна пулах пулĕ пĕр ĕçрен те пăрăнман, вĕсен алли пурнăçлама пултарайман ĕç пулман. Хăйсем ĕçчен çитĕннĕрен ачисене те – вĕсем виççĕн – ахаль лартмаççĕ. «Ĕçлени çыншăн пулсан та вĕренни хăвăршăн» каларăша тĕпе хурса кулленхи пурнăçра тĕл пулакан ĕçсемпе паллаштараççĕ. Николаевсен кил картишĕ выльăх-чĕрлĕхпе те пуян. Вĕсем 3 лаша, тиха, ĕне, вăкăрсем, сыснасем, çурасем, чăх-чĕп, хур-кăвакал тытаççĕ. Кил хуçи юлашки вăхăтра кÿршĕллĕ регионсене ĕçлеме çÿрет, мăшăрĕ сысна фермин ертÿçинче вăй хурать. Апла пулсан та вĕсем йышлă выльăх-чĕрлĕх усрама вăй çитереççĕ. Ялти ятлă-сумлă çынсен пахчинчи чечексене курсан пурте тĕлĕнеççĕ. Мĕн тĕрли кăна çук-ши унта; Чечексем çитĕнтернĕ çĕрте Ленăна мăшăрĕ Валерий те нумай пулăшать. Вăл темĕнле вăрлăх та туянса килсе çитĕнтерме тăрăшать. Пÿрте кĕрсен те чечексен тĕнчине путатăн. Чăннипех те тирпей-илеме чун-чĕререн юратакан çынсем вĕсем – Николаевсем.



07 июня 2012
13:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter