Регионсен хушшинчи «Çамрăксен хули» вĕренÿ форумĕ çулсерен аталанса пырать

Регионсен хушшинчи «Çамрăксен хули» вĕренÿ форумĕ çулсерен аталанса пырать. Кăçал вăл çĕртме уйăхĕн 5-10-мĕшĕсенче Атăл леш енче иртет. Унта 1500 çамрăка яхăн хутшăнма кăмăл тунă. Самар, Сарă ту, Чĕмпĕр, Пенза, Чул хула облаçĕсенчен, Мари, Пушкăрт, Тутар республикисенчен 100 яхăн яш-хĕр çитнĕ. Форумра тренингсем, тĕл пулусем, «çавра сĕтелсем», семинарсем ирттерме палăртнă. Форума савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрнă. Михаил Васильевич вĕренÿ программи ăнăçлă пурнăçланасси пирки иккĕленмен. Вăл çамрăксене шаннине, вĕсене патшалăх май килнĕ таран пулăшма тăрăшнине каланă, форума хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ. Унтан РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, «Эверест» АХОн генеральнăй директорĕ Николай Герасимов, форум директорĕ Алексей Ефимов сăмах илнĕ. Палăртмалла: «Çамрăксен хулине» Польшăран, Германирен, Швецирен хăнасем килнĕ. Çамрăксем Михаил Игнатьевпа Атăл хĕрринче асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ. Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Çамрăксен ялĕпе» паллашнă, палаткăсенче сутăнакан апат-çимĕç пахалăхĕпе кăсăкланнă. Ун хыççăн Михаил Игнатьев «Патшалăх тата муниципалитет управленийĕ» лапама çитнĕ, унта пухăннисемпе тĕрлĕ ыйту сÿтсе явнă. Форума хутшăнакансем федераци пĕлтерĕшлĕ проектсем Чăваш Енре мĕнле пурнăçланнипе кăсăкланнă.



07 июня 2012
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter