«Çамрăксен хулинче» - чи хастаррисем

Регионсен хушшинчи «Çамрăксен хули» вĕренÿ форумĕ çулсерен аталанса пырать. Кăçал вăл çĕртме уйăхĕн 5-10-мĕшĕсенче Атăл леш енче иртет. Унта 1500 çамрăка яхăн хутшăнма кăмăл тунă. Самар, Сарă ту, Чĕмпĕр, Пенза, Чул хула облаçĕсенчен, Мари, Пушкăрт, Тутар республикисенчен 100 яхăн яш-хĕр çитнĕ. Форумра тренингсем, тĕл пулусем, «çавра сĕтелсем», семинарсем ирттерме палăртнă.

Форума савăнăçлă лару-тăрура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçрĕ. Михаил Васильевич вĕренÿ программи ăнăçлă пурнăçланасси пирки иккĕленмерĕ. Вăл çамрăксене шаннине, вĕсене патшалăх май килнĕ таран пулăшма тăрăшнине каларĕ, форума хутшăнакансене ăнăçу сунчĕ. Унтан РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, «Эверест» АХОн генеральнăй директорĕ Николай Герасимов, форум директорĕ Алексей Ефимов сăмах илчĕç. Палăртмалла: «Çамрăксен хулине» Польшăран, Германирен, Швецирен хăнасем килнĕ.

Çамрăксем Михаил Игнатьевпа Атăл хĕрринче асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç. Унтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Çамрăксен ялĕпе» паллашрĕ, палаткăсенче сутăнакан апат-çимĕç пахалăхĕпе кăсăкланчĕ. Ун хыççăн Михаил Игнатьев «Патшалăх тата муниципалитет управленийĕ» лапама çитрĕ, унта пухăннисемпе тĕрлĕ ыйту сÿтсе яврĕ. Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç республика пуласлăхĕшĕн пăшăрханни палăрчĕ. Форума хутшăнакансем федераци пĕлтерĕшлĕ проектсем Чăваш Енре мĕнле пурнăçланнипе кăсăкланчĕç. Михаил Васильевич Çĕнĕ Шупашкар «Монохула» конкурсра çĕнтерсе 800 миллион тенкĕ яхăн, Улатăр 500 миллион тенкĕ тивĕçнине каларĕ. Кăçал конкурса Канаш тата Çĕмĕрле хулисем хутшăнĕç: документаци хатĕр. Çамрăксене Атăл управĕн шывне 68 метра хăпартас ыйту та канăçсăрлантарчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕплĕн ăнлантарчĕ. «Экспертсем çитменлĕхсемпе лайăх енсене палăртĕç. Ун чухне тин кирлĕ йышăну тăвăпăр. Паллах, шыв хăпарни хăш-пĕр вырăнта тăкак кÿрĕ. Анчах Атăл утă уйăхĕнче симĕсленме тытăнать, шыв çитменлĕхĕ сисĕнет».

 Ирина АЛЕКСЕЕВА



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
07 июня 2012
08:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter