Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Социаллă сферăн ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

                          Социаллă сферăн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

 Сире Социаллă ĕçчен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп! Ку вăл хăйсене çынлăхлă тĕллеве – пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене пулăшас ĕçе – халалланă мĕн пур ырă чун-чĕреллĕ çынсен уявĕ. Сирĕн ĕçĕр хисеплĕ. Социаллă ĕçчен – професси çеç мар, чун туртăмĕ те. Эсир пулăшупа хÿтлĕх кĕтекенсене шанчăк тата тĕрев паратăр, вĕсене хăвăрăн чун-чĕре ăшшине парнелесе малашлăхра хăйсене шанчăклăн туйма хавхалантаратăр. Çак савăк уяв кунĕ социаллă сферăра вăй хуракан мĕн пур ĕçчене професси ăсталăхĕшĕн, ырă чунлăхпа хĕрхенÿлĕхшĕн, ыттисемшĕн пăшăрханма пĕлнĕшĕн, тимлĕхшĕн тата çынсене пулăшма яланах хатĕр пулнăшăн тав тăватăп! Сире пĕтĕм кăмăлтан çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, ырлăх тата телей сунатăп!

 Чăваш Республикин

Пуçлăхĕ                                                                                                         М.Игнатьев.



08 июня 2012
07:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter