Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕ – Раççей кунĕ

1990 çулта РСФСР халăх депутачĕсен съезчĕ Раççей Федерацийĕн патшалăх суверенитечĕ çинчен деклараци йышăннă. Çавăнпа Раççей Федерацийĕн Патшалăх механизмне çĕнĕрен туса хунă.

Раççей – пирĕншĕн те тăван кил. Çак килти лăпкă та тăнăç пурнăçшăн пирĕнтен кашниех яваплă. Тăван çĕр-шывăмăрăн историйĕ пуян та мăнаçлă: пирĕн мухтанмалли те, тĕслĕх илмелли те пур.

Раççей халăхĕ яланах таса чунĕпе, Тăван çĕр-шывне кашни самантрах хÿтĕлеме хатĕр пулнипе, ытти патшалăхсен ирĕклĕхне хисепленипе палăрса тăнă. Раççей ялавĕн виçĕ тĕсĕ çакна çирĕплетсе парать те. Пирĕн халăх Раççей ялавне çÿлте тытса пырасса, Тăван çĕр-шывпа мухтанасса шанатпăр.

Тăван халăхăмăрăн хаклă çыннисем! Сире пурне те Раççей кунĕ ячĕпе саламлатпăр.



09 июня 2012
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter