Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче Социаллă ĕçчен кунĕ ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртнĕ
Çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче Социаллă ĕçчен кунĕ ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртнĕ. Ку уяв - йывăрлăха лекнĕ çынсен шăпине çăмăллатма тăрăшакансен, вĕсене ырă тума васкакансен, хăйсен чун ăшшине ыттисемшĕн хĕрхенменнисен, ыр кăмăллăх парнелекенсен праçникĕ. Уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова уçрнă. Вăл палăртнă тăрăх - пирĕн хутлăхра юлашки çулсенче граждансен социаллă гарантийĕсене упраса хăварнă кăна мар, вĕсен шутне ÿстерме те пултарнă. ЧР Президенчĕн Указĕ-пе “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята тивĕçме ирĕк пур граждансен переченьне анлăлатнă. Кăçал стажа тĕпе хурса çак хисеппе 16 пин çынна чысланă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, çапăçу хирĕнче пуç хунă салтаксен çемйисен членĕсене - 4,5 пине яхăн çынна - хваттерпе тивĕçтернĕ. Патшалăх ачаллă çемьесене пулăшассине приоритетлă тĕллев тесе шутлать. Çитĕнÿ-сем савăнтараççĕ, анчах умри тĕллевсем тата тимлĕрех пулма хистеççĕ: инвалидсен реабилитаци центрĕсем ытларах кирлĕ, сусăрсене чăрмавсăр çÿремелли хутлăхсемпе тивĕçтермелле тата ытти те. “Çапах та социаллă службăн тĕп пуянлăхĕ - унта тăрăшакан маттурсем. Асăннă тытăмра ĕçлемешкĕн çăмăл мар: ют çыннăн чун ыратăвне тепри ăнланмасан та, туймасан та пултарать. Эсир вара ку специальноçа чун туртăмĕпе, чĕре хушнипе суйласа илнине ĕненетĕп. Ырăлăхăршăн, пархатарлă ĕçĕршĕн ăшшăн тав тăватăп. Чунпа малашне те илемлĕ те пуян пулмашкăн ырлăх-сывлăх сунатăп,” - тенĕ Алла Владимировна. Социаллă тытăмра тăрăшакансен савăнăçлă мероприятине пухăннисене професси кунĕ ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - Чăваш Ен Правительстви социаллă политикăна тĕп тĕллевсенчен пĕри тесе шутлать, граждансен гарантийĕсене тивĕçтермешкĕн бюджетра çулленех кирлĕ чухлĕ укçа хывса хăвараççĕ. Тĕрĕссипе, ветерансем, сусăрсем, сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесем, çăмăллăхçăсен ытти ушкăнне кĕрекенсем тĕлĕшпе йышăннă социаллă обязательствăсем пурнăçланаççĕ. “Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ” ята илме ирĕк пуррисен йышне çывăх вăхăтра татах анлăлатасшăн ЧР Пуçлăхĕ. Республика бюджетне ытларах пуянлатма пултарсан 35 çул стажлă хĕрарăмсемпе 40 çул ĕçленĕ арçынсем те çак ята тивĕçсе регион çăмăллăхĕсемпе усă курма тытăнĕç. Професси уявĕнче ĕç паттăрĕ-сене сума сăвасси йăлана кĕнĕ. Михаил Игнатьев социаллă тытăмăн хастарĕсене - Марина Васильевăна /Калинин районĕ/, Зоя Щербаковăна /Мускав районĕ/ “Чăваш Республикин социаллă хÿтлĕхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ятпа, социаллă ĕçченсен пысăк ушкăнне РФ тата ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствисен Хисеп грамотисемпе чысланă. Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕн тата культура учрежденийĕсен музыкăпа ташă ушкăнĕсем савăнăçлă мероприятие хăйсен пултарулăхĕпе пуянлатнă.